Йыхăрать Çĕнĕ çул
Альбина Юрату
Вĕл вĕçет тӳпере юр пĕрчи –
Çĕн юмах парнелет Хĕл Мучи,
Йыхăрать Çĕнĕ çула йăл кулса,
Кив çула ăсатать ал сулса.
Хутаçне тултарса теттесем
Юр пике юрату çеç сунать.
Килсе çитрĕç асамлă кунсем,
Кивĕ çул пирĕнтен уйрăлать.
Хăвăртрах эс килсем, Çĕнĕ çул,
Сан умра яр уçах юрлă çул!
Хăвăнпа илсе кил ăнăçу,
Пурнăç пултăр ялан пыл та çу!
Саламлаççĕ пире юратса
Хĕл Мучи, Юр пике, Çĕнĕ çул.
Симĕс чăрăш тавра çаврăнса,
Ташласа-юрласа йăлтăр кул!
Çĕнĕ çул
Алексей Зайцев
Вĕр çĕн çулпа мулкач чупать,
Хăй шав калать: «Çĕн çул, Çĕн çул!..
Çĕнни – ман çул, кивви юлать -
Ăна кашнийĕ алă сул!»
Хавас, чăн, пысăк чĕререх
Пĕрне-пĕри телей сунар.
Ку пулĕ, тен, илемлĕрех,
Усаллине тинех манар.
Тăван-пĕтен пур хутшăнма,
Çемье те халсăр мар, сывах.
Пулайтăр сывлăх пурăнма,
Эс те эп пур паян, тавах!
Ырра кĕтетпĕр çĕннинчен –
Темле тăрсан та самана.
Йĕрки ун хăйĕн – çут тĕнчен,
Тем кирлĕ мар сана-мана.
Чунран-вартан çакна калам:
Туссем, ялан пĕрле пулар.
Çĕн çул! Çĕн çул! Пурне – салам!
Эппин юрлар, ташлар, кулар!
Ҫӗнӗ ҫулччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Умра – 2023 ҫул! Иртсе пыракан ҫул пĕтĕмлетĕвĕсене пӑхса тухса, Çӗнӗ ҫула ҫӗннине ӗмӗтленсе, ҫитӗннисем те, ачасем те çак илемлӗ уява кӗтсе илеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче ача сачӗсене те, шкулсене те Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене Хӗл Мучипе Юр пике килчӗҫ, парнесем пачӗҫ.
Уявсем кӗрлесе тăччăр. Тӳпе яланах уяр пултӑр, ачасем пурте телейлӗ, сывӑ пулччӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев