Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йывӑр пулнӑ, анчах ӳпкелешмен

Ӗҫ ветеранӗ Ольга Трофимовна Поселенцева çак кунсенче 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ.

Ольга Трофимовна Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, питӗ ҫамрӑк пулин те, вăл хирте ӗҫленӗ, амӑшне пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех ăна Молотов вӑрманне те ӗҫлеме янă. Унта ҫитӗннисем йывӑҫ канă, вӗсем, ҫамрӑксем, каснӑ йывӑҫсене туратсенчен пуртӑпа тасатнă. «Паллах, йывӑр пулнӑ, анчах эпир ӳпкелешмен», – тет тыл ӗҫченӗ ҫав ҫулсене аса илсе.

Ольга Трофимовна хӑйпе пӗр ял ҫыннине Григорий Васильевича качча тухать. Ултӑ ача – виçӗ хӗрпе виçӗ ывăл пăхса ҫитӗнтернӗ Поселенцевсем. Мăшăрӗ лайăх ҫемье пуçлăхӗ, ăста платник пулнă, колхозра ӗҫленӗ, хӑш чухне унӑн ытти облаҫсене бригадӑпа ӗҫлеме кайма та тӳрӗ килнӗ. Ольга Трофимовнапа мăшăрӗ пӗрле ватӑличченех пурӑнаççӗ. Турă çырнинчен иртме çук теççӗ, мӑшӑрӗ ку тӗнчерен темиҫе ҫул каярах уйрăлса кайнă тата ăна икӗ ывӑлне пытарнă. Хӗрӗсем, Зинаидӑпа Лидия, Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ, Надежда ялта, амӑшӗпе юнашар. Ольга Трофимовнан ялта хăйпе пӗртăван шăллӗ те ҫемйипе пурӑнать. Паянхи кун вăл 4 мăнукĕпе, 7 кӗçӗн мăнукĕпе савăнать.

Ольга Трофимовна хăйӗн пурнăçне ял хуҫалӑхне халаллать: тӑван колхозра ӗҫлет, фермӑра сурӑхсене пӑхать, пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та малалла ӗҫлет, тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫлать. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилей медалӗсемпе те парнеленнӗ.

Паянхи кун Ольга Трофимовна тӗп çуртра ывӑлӗпе, кинӗпе пурӑнать. Ывӑлӗ Ульяновск хулине ӗҫлеме çӳрет.

Ольга Трофимовна, аслă çулсенче пулсан та, активлӑ пурнӑҫ йӗрки илсе пырать, пахчара ӗçлет, выльӑх-чӗрлӗх пӑхать.

Ӗҫ ветеранне Ольга Трофимовнана 90 çул тултарнă ятпа Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳçин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Степан Унисков саламлама килнӗччӗ. Хӑнасем район пуҫлӑхӗн ячӗпе саламлӑ ҫыру, парне, чечек пачӗҫ. Ырлăх-сывлăх, телейлӗ ватлăх сунчӗç тата 95 ҫулхи ҫуралнӑ кунӗпе те саламлама килме сӑмах пачӗç. Чи хаклӑ та çывăх ҫын патне хӗрӗсем, ывăлӗ, кӗрӗвӗсем,  кинӗ, мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем, тăванӗсем те пухӑннăччӗ. Ольга Трофимовна килнӗ хăнасене пурне тав турӗ, сывлăх тата тăнăç пурнăç сунчӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев