Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йывăрлăхӗ те, савӑнӑҫӗ та пулнӑ

Шланка ялӗнче пурӑнакан Сария Халиулловна Аббазова 90 ҫул тултарчӗ.

Хисеплӗ ветерана район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, законлăх тата право йӗрки енӗпе ӗҫлекен комитетăн ертӳçи Шакир Ягудин, Шланка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов саламларӗҫ. Хӑнасем Сария аппана саламлӑ открытка, чечексем, парне пачӗҫ, сывлӑх тата телей сунчӗҫ.

Сария Халиулловна ачаранпах йывӑрлӑхсем нумай курать.  Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 8 ҫулта çеç пулнӑ. Унӑн ашшӗ фронта тухса каять (1945 ҫулта вилет), амӑшӗн аллинче виҫӗ ача юлать, тӑваттӑмӗш ачи варӗнче пулнă. Сария Халиулловнана шкулта вӗренме тӳрӗ килмест, амӑшне хуҫалӑхра пулӑшмалла, хăйӗн хыççăн çуралнă тăванӗсене пӑхмалла пулнă.  Сария аппа хӑй каласа панӑ тӑрӑх, ăна вербовкӑпа Хусанта ӗҫлеме тӳр килет. Кунта вӗсем траншейӑсем чаваҫҫӗ. Тӑвӑр та пӗчӗк пӳлӗмре тӑваттӑн пурӑнаҫҫӗ, выҫӑллă-тутăллă ӗҫлеҫҫӗ.

Тӑван ялне таврӑнсан, хăйӗн ялӗнчи каччăпа Фиргалипе çемье çавăрать. Колхозра пӗр «патакшăн» ӗҫленӗ саманара, çамрӑк ҫемье телей шыраса, Казахстана тухса каять. Анчах, тунсӑха тӳсеймесӗр, темиҫе ҫултан вӗсем каялла таврӑнаҫҫӗ. Сария аппа колхозра пӑру витинче ӗҫлеме пуҫлать, Фиргали пичче вара шофер пулса вăй хурать.

Сария аппа «Социализмла ӑмӑрту ударникӗ» те пулать, нумай грамотӑсемпе наградӑсене тивӗҫет. Пенсие кайма вăхăт çитсен те, ăна ӗҫрен ямаҫҫӗ, вӑл тата виҫӗ ҫула яхӑн вăй хурать. Мăшăрӗпе пӗрле пилӗк ача çуратса, пӑхса ӳстереҫҫӗ. Вӗсене пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.

Ялта унӑн икӗ хӗрӗ, Гульнурпа Эльфинур, ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ. Кунне темиҫе хут амӑшӗ патне пырса ӑна хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. (мăшăрӗ Фиргали 2013 ҫулта вилнӗ). Кӳршӗсем те ун патне тӑтӑшах кӗреҫҫӗ. Сария аппа хӑйӗн кил-çуртне пӑрахса, ачисем патне куҫасшӑн мар иккен.

– Манӑн кӳршӗсем те питӗ лайӑх, ачасем те мана пăхса кăна тăраççӗ. Тавах вӗсене, – тет юбиляр.

Ветеранӑн 9 мӑнук тата 2 кӗçӗн мӑнук пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев