Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Июлӗн 20-мӗшӗ –   Курбан-байрам!

Саламлани

Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров район ҫыннисене, мусульмансене Курбан-байрам уявӗпе саламларӗ.

Çак ҫутӑ уяв мусульмансен пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать, ҫынсене пӗрлештерет, авалхи историе, йӑла-йӗркесене хисеплеме вӗрентет. Районти мусульмансем ҫак йӑла-йӗркесене пӑхӑнаҫҫӗ, Курбан-байрама анлăн палăртса ирттереҫҫӗ.

Паянхи кун районта тӗрлӗ наци тата тӗн  представителӗсем пӗр-пӗрне ăнланса, туслă пурӑнаҫҫӗ. Ялсенче мечӗтсем, чиркӳсем тăваççӗ, юсаççӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе район ҫыннисем пурте хутшӑнаҫҫӗ. Ислам, православи тата ытти конфессисен представителӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ хутшӑнни, пӗр-пӗрне хисеплени тăван енӗмӗр малашне те ҫирӗп аталанса пырасса шантарать.

Мусульман тӗнӗн представителӗсем район пурнӑҫӗнче активлă ӗҫ-хӗл илсе пыраççӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хываççӗ. Паллах, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ обществӑра гражданла килӗшӗве йӗркеленӗ çӗрте пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев