Июлӗн 12-мӗшӗ – Питрав кунӗ
Йăла-йӗрке
Июлӗн 12-мӗшӗнче православи тĕнĕпе пурăнакансем Петĕрпе Павăл апостолсене асăнаççĕ. Халăхра ăна Питрав кунĕ теççĕ.
Питрав çуллахи паллă уявсенчен пĕри шутланать. Мĕн авалтан çак вăхăт тĕлне халăх утă çулса типĕтме тăрăшнă. Çак кунран çанталăк кăштах ылмашать, майĕпен кĕр çывхарнине систерме пуçлать. Питравра куккук пырне урпа пучахĕ ларать тени те тĕрĕсех – куккук авăтма пăрахать. Куккук Питравччен пĕр эрне маларах авăтма чарăнсан, хĕл кая юлса килет тесе сăнанă халăхра. Ватăсем каланă тăрăх – хурăн милĕкне те Питравччен хатĕрлеме тăрăшмалла.
Питрав кунне хĕвел уявĕн кунĕ те тенĕ. Çакăн пĕлтерĕшĕ акă мĕнре: çак кун хĕвел выляса тухать теççĕ. Ĕлĕк ватăсем хĕвел тухасса сăнасах тăнă. Çамрăксем ял пуçне, тӳпемрех вырăнсене выляма тухнă. Кăвайт чĕртнĕ, хĕвел тухасса кĕтсе çунакан кăвайт тавра карталанса юрăсем юрласа çаврăннă, вăйăсем выляса çĕр каçнă.
Çак кун виçĕ çăлкуçĕнчи Питрав шывĕпе çăвăнма каланă. Çак йăла çынна чунлăх, кăмăл-туйăмпа сăпайлăх кĕртме пулăшать тесе ĕненнĕ. Каçсерен хĕрсем çерем çине тухса карталанса юрăсем юрланă, чуччу ярăннă. Ялти ватăсем килтен киле çӳресе уяв тунă.
Ял çыннисем Питрава пĕр-ик эрне маларах хатĕрленме тытăннă. Вĕсем кил-çурта, урама тирпей-илем кӳнĕ. Чи малтанах уяв валли пӳрт çунă, тӳшек-минтерсене картише илсе тухса типӗтнӗ, чӳрече каррисене çуса çакнă. Пӳртре ĕç пĕтерсе тухнă хыççăн кил хушшине тирпейленĕ, пĕр ытлашши хăма, турпас та выртма юраман. Урамсене, кил картисене шăлса тасатнă.
Хĕрарăмсен вара тата пысăкрах ĕç пулнă. Вăл – сăра вĕретесси. Çакăн пек каларăш çӳрет: «Питрав валли ялта çăкăр çисе курман çын та сăра тăвать».
Питрава кашни киле тенĕ пекех кӳршĕ е аякри ялсенчен хурăнташĕсем лашасем кӳлсе килнĕ, пӳрт тулли хăна-вĕрле шавланă. Така пусса шӳрпе пĕçерсе çинĕ, кил хуçи хĕрарăмĕсем вара çырла кукăлĕ янтăланă.
Питрав умĕн е Питрав кунне туйсем нумай пулнă. «Питрав кун авланакан е качча каякан çемье пурнăçĕнче телей курать», – тенĕ ваттисем. Питрав хыççăн туй тума юраман, мĕншĕн тесен хĕрӳ вăхăт пуçланнă.
Çак кунран пуçласа чăваш хĕрĕсемпе каччисем вăййа тухма пăрахнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев