Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йыттисене урамра çӳретекенсене штраф пачӗç

Административлӑ комиссийӗн ларӑвӗнче Çӗнӗ Йӗлмел тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗсен гражданӗсен тӗлӗшпе икӗ протокол пӑхса тухрӗç.

Икӗ факт та йытӑсене урама ирӗке кӑларнипе ҫыхӑннӑ.

Районти хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен йыттисене кăкарса усрасшăн мар. Вӗсем вара урамсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, ҫынсене хӑратаҫҫӗ, машинӑсем хыҫҫӑн чупаççӗ.

Законпа килӗшӳллӗн, йытта кӑкарса усрамалла. Килти выльӑхсене ирӗкре ҫӳретнӗшӗн закон штрафсем палӑртать. Çак икӗ гражданина та штрафсем пачӗç.

Тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснӑшӑн штрафăн минималлă сумми (урамра йытăсене ирӗкре ҫӳретни те вара яла хӑтлӑх кӗртмелли правилӑсене пӑснипе танлашать), 2 пин тенке тӳрӗ килет. Енчен те çакăн пек правӑна тепӗр хут пӑссан, ҫак штраф сумми икӗ хут ӳсет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев