Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йытӑсене чипировани тăвасси — обязательный

Специалист сăмахӗ

2025 ҫулта йытӑсене чипировани тăвасси ҫинчен эпир хаҫатӑн маларахри номерӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак обязательнӑй мера пирки, урӑхла каласан, чипировани пирки ӑнлантарса пама эпир районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫинчен Расим Низамовран ыйтрӑмӑр.

— Йытӑсене чипировани туни — выльӑха миниатюрӑллӑ хатӗр пулăшнипе идентификацилемелли меслет, ӑна ыраттармасăр тата хӑрушсӑрла майпа ӳт айне кӗртеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, çакă йытă тата унӑн хуҫи ҫинчен тӗп информацие тытса тӑракан электронлӑ паспорт, — тет кун пирки Расим Низамов. 

Ертӳҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, процедура 15 цифрăллă комбинациленӗ микрочипа тир айне кӗртесси пулса тăрать: 
малтанхи виҫӗ цифра патшалӑх кодне кăтартать;

Ун хыҫҫӑнхи 4 цифра производителе кӑтартать; 

ытти 8 цифра чӗрчун ҫинчен калакан информацие упрать: йыттӑн ятне, ҫуралнӑ кунне, ӑратне, хуҫин контакт даннӑйӗсене тата ытти даннӑйсене. 

Чип — рис кӗрпи пӗрчинчен пысӑк пулман капсула пек. Транспондер ӗмӗрлӗхех ӳт ăшӗнче юлать, нимӗнле дискомфорт та кăларса тăратмасть. 

Йытӑсене чипировани тунин хӑш-пӗр лайăх енӗсем:

ют çӗршыва кайни. Чипировани туни чикӗ леш енне кайнă чухне обязательнӑй услови пулса тӑрать, ҫавӑнпа та эсир хӑвӑр йыттăрпа ҫул ҫӳреме пултаратӑр; 

ҫухалнӑ чӗрчуна шырама май парать. Енчен йытӑ ҫухалсан, тупнӑ ҫын ӑна ветклиникӑна илсе кайма, выльӑх-чӗрлӗхе идентификацилеме тата хуҫине тупма пултараять.

тӗрлӗ куравсене хутшӑнни. Куравсенче тата ытти массӑллӑ мероприятисенче чипланӑ чӗрчунсем кӑна хутшăнма пултараҫҫӗ. 
йытта вӑрланă, ҫухатнă е улӑштарнă тӗслӗхре йытă санăн пулнине çирӗплетме май парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев