Йытă усратăн пулсан...
Час-часах урам тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн е пӗччен-шеррӗн чупса ҫӳрекен йытӑсем курӑнкалаҫҫӗ
Пӗрисем вӗсенчен хăраççӗ, теприсем вара ачашлама тăрăшаççӗ. Килсӗр йытӑсем нумайӑшне, шкула ҫӳрекен ачасене, уйрӑмах ашшӗ-амӑшне, питех те, пӑшӑрхантараҫҫӗ. Проблемӑна татса памалли майсем пур-и? Килсӗр йытӑсемпе мӗн тумалла? Ку ыйтусене эпир Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумне Рамиль Низамова патӑмӑр.
— Законпа килӗшӳллӗн 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Йытăсене тытас, стерилизаци, вакцинаци тăвас тата вӗсене хӑйсем пурӑнакан вырӑна тавăрас» меслетпе усӑ курма пуҫларӗç.
Чӗрчунсем агрессиллӗ пулсан та вӗсене эвтанази (вӗлерни) тума чараççӗ. Ун пеккисене приютра хӑвараççӗ, вӗсене мӗн виличченех ҫавӑнта пурӑнтараççӗ.
Район центрӗнче тата ялсенче хуçисем пулман йытӑсем нумай. Ку тӗлӗшпе халӑхран час-часах заявленисем кӗреҫҫӗ. Ҫуркунне пуҫламӑшӗнче ку ыйтӑва вӑраха хӑварма та май ҫук. Сӑмахран, пирӗн тăрăхра юлашки кунсенче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытас ӗҫ пуҫланчӗ. Вӑл малалла тӑсӑлӗ. Хӑйсен йыттисене сăнчăрта тытман хуҫасен тӗлӗшпе протоколсем тултараççӗ. Ку ӗҫсене администраци комиссийӗнче пӑхса тухаҫҫӗ, штрафсем хураҫҫӗ. Ҫапах та хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен йыттисене урама кӑларма кӑмӑллаҫҫӗ. Тытма пуçласан, йыттисем çухалнисем хушшинче пире йытӑ ҫухалнӑшӑн айӑплакансем те пулаççӗ. Ун пеккисене: «Йытту хаклă пулсан, мӗншӗн эсӗ ӑна кăкарса усрамасăн?» — тесе калас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев