Йышӑну
2024 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи федерацин тӗп инспекторӗ Виктор Демидов Ҫӗпрел районӗнче граждансемпе юридически сӑпатсене йышӑнӗ.
Йышӑну Тутарстан Республикин Прокуратурин тата Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Тутарстан Республикинчи Следстви управленийӗн ертӳҫисемпе пӗрле иртет.
Граждансемпе юридически сӑпатсене çак адреспа йышӑнаççӗ: Кивӗ Ҫӗпрел, Центральная урамӗ, 9-мӗш çурт, районти Культура çурчӗ, 2-мӗш хут.
Йышӑнӑва (843) 221-80-36 телефон номерӗпе тунтикунран пуҫласа эрнекунччен 9.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен çырăнма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев