Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Юрлӑ ир

Калав

Эрнекун ҫитни те сисӗнмерӗ. Ӗҫ эрни те вӗҫленчӗ. Кану кунӗсенче Саша тинех рехетленсе канасса ӗмӗтленчӗ. Диван ҫине выртса телевизорпа йӗлтӗрпе чупакансене курасса шанӑҫпа, саванӑҫлӑн ӗҫ хыҫҫӑн килнелле утрӗ. Мӑшӑрӗ пӗҫернӗ тӗхӗмлӗ апата ҫирӗ те канлӗх тупса кино курма ларчӗ.

Маларах пӗлмерӗ-ха, ирхине еплерех ӗҫ-пуҫ кӗтессе. Ҫывӑрма выртиччен кӗнеке вуласа илчӗ. Куҫӗсем хупӑннине туйсан ҫеҫ ыйха путрӗ.

Ирпеле выльӑхсене пӑхма тухиччен кантӑкран пӑхса илчӗ те, шалтах тӗлӗнчӗ. Ку таранччен хӗл каҫа юр ҫуса лартнине тӗлленменччӗ.

Эрнекун каҫпах ҫума тытӑннӑ юр аванах кил умне те, картишне те тултарнӑ, пусӑ патӗнчи сукмака та вуҫех хӳсе лартнӑ. Урама тухса кӗреҫепе сукмаксене юртан тасатрӗ.

Йывӑҫ ҫуна ҫине тиесе картишрен илсе тухса анкартине тӑкса хӑшкӑлчӗ, пӗр вӑхӑт канса илчӗ.

— Кун чухлӗ юра иртнӗ хӗлле те тасатса курман. Ҫунӑ- тӑк ҫунӑ, ҫӗр каҫа. Темех мар, майӗпен тасатса пӗтерӗп-ха. Ывӑнничен ӗҫлӗп те, кӑшт канса илӗп, — картишӗнчи йыттипе калаҫса чунне пусарчӗ.

Пуҫланнӑ ӗҫ майӗпен пулин те ӗҫленчӗ, юр куписем чакса пычӗҫ. Канса илме тесе пӳрте апатланма кӗчӗ. Марина хатӗрленӗ ирхи апата туххӑмрах ҫисе ячӗ. Вӑй-хал кӗнӗн туйрӗ хӑйне Саша.

Мӑшӑрӗпе пӗрле тумланса картише тухрӗҫ. Хавхаланса пуҫланнӑ ĕҫе малалла тӑсрĕҫ.

— Иккӗн иккӗнех ҫав, — таз ҫине юр тиеекен мӑшӑрӗпе калаҫрӗ, — «Пĕччен — пыл ҫиме, йышпа ĕҫ тума аван» тенĕ ваттисем.

— Нимӗн кулянмалли те ҫук. Ҫуркунне ҫитсен ирӗлсе пӗтетчӗ. Нихӑш ҫул та юр юлман таврара та, — шӳтлесерех илчӗ Марина.

Шӑкӑлтатса ӗҫлерӗҫ мӑшӑрсем кил картинче. Каҫа хирӗҫ аслӑ ҫултан пӑрӑнса Васильевсен кил умне ҫӑмӑл машина килсе чарӑнчӗ. Ак тамаша! ывӑлӗ хуларан килнӗ иккен. Эх, питӗ хӗпӗртерӗҫ килнишӗн!

Миша ывӑлӗ те ӗҫ хыҫҫӑн ҫитсе ашшӗпе амӑшне пулӑшу кӳчӗ. Картишӗнчи юра туххӑмрах тасатса тӑкрӗҫ. Каҫпа мунчара юман милӗк пӗҫерсе шӑм-шакӗсене ҫемҫетрӗҫ.

Чей сӗтелӗ хушшине пуҫтарӑнса апатланчӗҫ. Марина панулми кукӑлне янтӑласа та хунӑ, сӗтел ҫинче пӑсланса тӑрать, техӗмлӗ курӑк чейӗ те пӳртре сарӑлса сӑмсана кӑтӑклать.

— Ывӑлӑм, эс килмен пулсан часах пӗтерес те ҫукчӗ. Тата ытларах вӑй хурса ӗҫлемелле пулатчӗ аннӳпе иксӗмӗрӗн, —сӑмах хушрӗ ашшӗ.

— Атте ку эрнере ӗҫсем нумай пулнипе килме шутламанччӗ. Тем чун туртрӗ тӑван яла. Килте те ӗҫлесе хӑварас терӗм, — калаҫрӗ Артём хавхаланса.

— Тавах сана, пире пулӑшу кӳнӗшӗн! — ырӑ сунӑмӗсене пӗлтерчӗ амӑшӗ те.

Чей ӗҫсе ларнӑ май, ҫывӑрма выртичченех, ӑшпиллӗн калаҫрӗҫ Васильевсем сӗтел хушшинче. Ывӑннӑ пулсан та ăшă кулӑ палӑрчӗ сӑн-питсенче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев