Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Юратнӑ ӗҫ киленӗç парать»

Пурнӑҫра мӗнле кӑна професси хуçи ҫук-ши. Вӗсен хушшинче хӑйсен ӗҫне парӑннӑ, ӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан, пурнӑҫне хӑйсен профессине халалланă ҫынсем пур

 

Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Анатолий Витальевич Шленский та çавăн пеккисенчен.

Анатолий Витальевич ӗлӗк, районта КБО, рембыттехника пек организацисем кӗрлесе тăнă ҫулсенче çавăнта шофер пулса ӗҫлет. Ҫак организацисем ӗçлеме чарӑнсан вара, колхоза шофер пулса ӗçе вырнаçать. Анчах кӗрлесе тăнă колхозсем  те саланаççӗ, ӗҫ укҫине вӑхӑтлă тӳлеме чарăнсан, Анатолий Витальевич, ҫемье пуҫлӑхӗ пулнă май, урăх ӗҫ тупасси ҫинчен шухӑшлама пуҫлать. Тӗрлӗ сферӑсенче хӑйне тӗрӗслесе пӑхать, тимӗр выселкӑсенчен хӳмесем тӑвас тӗлӗшпе те интересленет. Анчах ӗмӗр тӑршшӗпе шоферта ӗҫленӗ, техникӑна питӗ лайăх пӗлекен специалиста çак ӗçпе çыхăннă ӗçӗ-хӗл çывăхрах пулать ăна. Ҫавӑнпа та, нумай шухӑшланă хыҫҫӑн, вӑл автомобильсене юсамалли станци тума шутлать. Ҫемье, ял ертӳҫисем те ăстаçăн шухăшне ырлаççӗ. Анатолий Витальевич автомобильсем юсакан станцийӗн зданине те хӑйӗн вӑйӗпе, хăй тӗллӗн туса хурать. Сервис валли кирлӗ оборудованисене те  вӑл хӑйӗн укçипе туянать. Анатолий Витальевич ертсе пыракан сервис икӗ ҫул каялла ӗҫе пуçăнать. Виҫҫӗмӗш ҫул ӑнӑҫлӑн ӗҫлекен, ют ҫӗршыв тата хамăрăн ҫӗршывра туса кăларакан машинасене мӗнле юсамаллине питӗ лайăх пӗлекен ăстаçăн хӑйӗн яланхи клиенчӗсем те пур ӗнтӗ. Шиномонтаж, форсункăсем тасатасси, шӑратса çыпăçтарасси тата  çавăн пек ытти нумай ӗҫсем пурнăçланать вăл. Машинӑсене диагностика ирттерет. Шӑратса çыпăçтармалли вăрттăнлăхсене вӑл ашшӗнчен вӗренсе юлнă.

– Ачаранпах техникӑна юратрăм. Техникӑпа ӗҫлесси, ӑна юсасси мана мӗн ҫамрӑкранах килӗшетчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ шофер ӗҫне суйланӑшӑн нихҫан та кулянман. Автомобильсене юсас тӗлӗшпе станци уҫнӑшӑн ӳкӗнместӗп. Эпӗ кунта, шыври пулӑ пек, хаваслансах ӗҫлетӗп, чун-чӗре канлӗхӗ илетӗп, хам ӗҫе юратса,  ыттисене те килӗшмелӗх пурнӑҫлама тӑрӑшатӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ ӑнланатӑп, пӗлетӗп: вӗçне çитерсе юсанă вăхăтра кăна ҫеҫ ман клиентсем кӑмӑллӑ пулӗҫ, – тет ăстаçă.

Автомобильсене юсакан ăстаçă ертсе пыракан сервиса илес пулсан, эпир килнӗ чухне кунта темиҫе машина хӑйӗн черетне кӗтсе тăратчӗ.

– Кунта эпӗ пӗрремӗш хут кăна килместӗп. Машина чăхăмлама пуçласан, эпӗ урӑх мастерсене шырамастӑп, тӳрех Анатолий Витальевич патне килетӗп. Сервисăн пулӑшу пахалӑхӗ мана питӗ килӗшет. Тав тухнисӗр пуçне урăх сăмахăм çук, – тет Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Александр Петров.

Анатолий Витальевич  мӑшӑрӗпе Галинăпа икӗ ывӑл çитӗнтернӗ. Ывӑлӗсенчен пӗри Хусанта пурӑнать, тепри контрактпа службăра тăрать.

Хӑйсен пурнӑҫне профессие халалланӑ ҫынсене телейлӗ теме пулать. Çак статьян геройӗ Анатолий Витальевич та юратса пурнăçланă ӗçӗнчен киленӗç илет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев