Юраман ӗçӗн вӗçӗ те кăмăлсăр
Суд залӗнчен
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1-мӗш номерлӗ обществăлла сучӗн участокӗнче ӳсӗрле руль умне ларнӑ С. О. нăн ӗçне пӑхса тухрӗç.
Суд пынă вăхăтра унăн айăпне туллин çирӗплетрӗç. Çӗпрел район сучӗ ун тӗлӗшпе 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хăварма решени кăларчӗ.
Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсакансемшӗн штраф виҫи чылай ӳсрӗ.
Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи çирӗп наказани кӗтет. Вӗсене, малтанхи пекех, 15 талӑклӑха хупса лартмаҫҫӗ, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф параççӗ е 1,5-2 ҫуллӑха водитель прависӗр тăратса хăвараççӗ. Ӳсӗр пуçпа тата тепӗр хут руль умне ларнă тӗслӗхре наказани тата та çирӗпрех пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев