Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Юбилейпе, тӑван шкулăмăр!

Хулаçырми вӑтам шкулӗ хăйӗн пысăк – 180 ҫулхи юбилейне паллӑртса ирттерчӗ. Шкул Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗн Г.Т.Семеновăн ячӗпе хисепленсе тăрать

Лариса Копьева, директорăн вӗренӳ ӗҫӗсем енӗпе çумӗ, вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ,

Паянхи кун кунта 20 вӗрентекен пӗлӳ парать, 82 ача вӗренет. 2017 ҫултанпа шкул директорӗн ӗçне Надежда Мокшина пурнăçлать.

Уяв кунӗнче шкул пурин валли те алӑкӗсене тараватлӑн уҫрӗ, шкулти асаилӳсен тӗнчине кӗме сӗнчӗ. Унта вара пурте пулнă: ачасен куҫҫулӗ те, савӑнӑҫӗ те, йӑнӑшсем те, ӑнӑҫусем те, пирвайхи юрату та, çавăн пекех, пуласлӑха ӗненӳ, ӗмӗтсем... Вӗсенчен нумайӑшӗ вара çак кун чӑн-чӑн пурнӑҫа çаврăнчӗç. Ҫакна тума уяв мероприятийӗн тулли содержаниллӗ программине хатӗрленӗччӗ.

Хисеплӗ хӑнасене наци костюмӗсемпе, вырӑс, тутар, чӑваш халӑхӗсен апат-ҫимӗҫӗпе, ырă сунса кӗтсе илчӗç.

Уяв хӑнисем валли шкул директорӗ Надежда Мокшина экскурси йӗркеленӗччӗ. Хӑнасене шкул музейӗн ҫӗнетнӗ кабинечӗсене курма, çамрӑк экскурсоводсен интереслӗ калаçăвне итлеме кăмăллă пулчӗ. 2021-2022 вӗренӳ ҫулӗнче шкул «Ăрусен диалогӗ» проектпа республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ,  2021 ҫулта ТР Экономика Министерствин ятарлă грантне выляса илчӗ. «Ӑрусен диалогӗ» проекта пурнӑҫланӑ май, «Ентешсен çар мухтавӗ», «Çын ӗҫпе чапа тухать», «Наци костюмӗсем» музей уйрăмӗсене илсе пыма май пулчӗ.

  Хулаçырми ялӗнче пӗр мероприяти те çак шкултан вӗренсе тухнă, меценат, «Тус» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Николай Угаслов хутшăнмасăр иртмест, тесен те йăнăш пулмӗ. Шкулăн юбилейне те вăл савăнăçа пӗрле пайлама вăхăт тупса килнипе кăна мар, ăшшăн саламласа, тăван шкулне, вӗрентекенсен ӗçӗнче питӗ кирлӗ пулнă, виçӗ проектор парнелерӗ. Унăн шкул пурнăçне кӗртнӗ пайӗ вара, питӗ пысăк.

Мероприятире, çаплах, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, çак шкулта пӗлӳ илнӗ, хальхи вăхăтра республикӑра тухса тăракан «Сувар» хаҫатӑн редакторӗ Ирина Трифонова та килнӗччӗ. Вӗсем те юбилей ячӗпе саламласа, шкула хаклӑ парнесем пачӗç.

Шкулшӑн паллӑ дата ҫинчен калаҫнӑ май, паллах, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем ҫинчен аса илмесӗр иртме май çук.  Вӗсем: нумай çул ачасене пӗлӳ панă, шкулӑмăрăн мухтавлӑ историйӗн пуҫламăшӗнче тӑракан ҫынсем: А.Н.Бушу-ев, Е.Ф.Никитина, В.А.Сали-фанов, Л.И.Саргандеева, А.Ф.Варфоломеева, В.Н.Ильин.

Юбилей мероприятийӗнче тухса калаçакансем пурте тенӗ пек хăйсен пӗрремӗш вӗрентекенӗсене, юратнă вӗрентекенӗсене тав турӗç, чи асра юлнă самантсене аса илчӗç. Пурнăçран уйрăлса кайнă вӗрентекенӗмӗрсене те аса илчӗç, вӗсене асра тытасси пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех юлӗ.

Шкул ачисем хатӗрленӗ уяв  концерчӗ пурне те савӑнӑҫ, ырӑ кӑмӑл-туйăм парнелерӗ. Кашниех хӑйне шкулти ҫемьен – пӗр пысӑк обществăн – пӗчӗк пайӗ пек туйрӗ.

Хулаçырми вăтам шкулӗ хăйӗн çакăн пек пысăк  – 180 ҫулхи юбилейне палăртса иртсен те, шкул халӗ те ҫамрӑк, илемлӗ. Вӑл, çавăн пекех, талантлă, изобретатель пуҫарӑвӗсемпе, пултарулӑхпа, инновацисемпе, çӗнӗлӗхсемпе тулли.

Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗн Г.Т.Семеновăн ячӗпе хисепленсе тăракан Хулаçырми пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, Н.Мокшина ертсе пынипе, ӗлӗк-ӗлӗкрен пыракан ветеран-педагогсен мухтавлă традицийӗсене малалла тӑсать, вӗренекесем район, республика шайӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче, олимпиадӑсенче тивӗҫлипе хутшӑнаҫҫӗ, призлă вырăнсене çӗнсе илеççӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтереҫҫӗ, пултарулӑх енчен те хăйсен таланчӗсене кӑтартаҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев