Иртнине пӗлмесӗр пуласлăх çук
Музей каçӗ
Тĕнчери музейсен кунне халалласа çулсеренех «Музей каçĕ» акци иртереççĕ. П. В. Дементьев музейĕ те айкинче пăрăнса юлмасть.
Ҫӗнӗ Упири ача сачӗн шӑпӑрланӗсем «Ку тата мӗн?, «Ӑҫтан тупнӑ?», «Мӗнле ӗҫлет?» «Мӗншӗн апла?» ыйтусем ҫине хурав илес тесе «Пурне те пӗлес килет!» музей урокне ҫитсе курчĕç.
Урок вӑхӑтӗнче ачасем аваллăха таврăнчӗç тейӗн: япаласене хӑйсен аллисемпе тытса пӑхрӗҫ, тавракурӑмӗсене анлӑлатрӗҫ, иртнĕ ĕмĕрти пурнӑҫ пирки нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ.
Кӗпе-йӗме ҫунӑ хыҫҫӑн якатмалли рубельпе, кăмрăк утюгĕпе тумсем якатнине курчĕç, ал арманĕпе тырă авăртса пăхрĕç. Çăнăх тумашкăн нумай тар тăкмаллине ăнланчĕç. Çу уçламалли хатĕр те çăмăллисенчен мар иккен.
Курса нумай çĕннине пĕлнĕ, тĕлĕннĕ ачасем малашне те музее килсе çӳреме кăмăлӗсем пуррине пӗлтерчӗç.
Вырӑссен аслӑ ăсчахĕ Михаил Ломоносов «Иртине пӗлмесӗр пуласлăх çук», тенӗ. Ку чăннипех те çапла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев