Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Иртнӗ эрнекунран çак эрнекуна çитиччен пулса иртнӗ спорт мероприятийӗсем

спорт

«Акчарлак» бассейнра шывра ишекенсен кружокне çӳрекен ҫамрӑксем Шӑмӑршӑ районӗнчи ӑмӑртусенче хутшӑнчӗç.

Унта вӗсем питӗ лайӑх кӑтартусем туса, тӗрлӗ ишев стилӗнче тата ӳсӗм категорийӗсенче 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене çӗнсе илчӗç.

 

«Чемпион» спорт комплексӗнче Сингх Раджеш Кумар ертсе пынипе бадминтон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. 

Ӑмӑртура Самара, Ульяновск, Шупашкар хулисен спортсменӗсем хутшӑнчӗç. Пирӗн районти команда питӗ лайӑх вӑйӑ кӑтартрӗ.

 

«Алтын» спорт комплексӗнче 11 класра вӗренекенсем хушшинче «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» хӗллехи фестиваль старт илчӗ. Унта районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчен 11 класра пӗлӳ илекен 70 ытла вӗренекен хутшӑнчӗ.

2022 ҫулта ТР халӑхӗн хушшинче «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» çуллахи фестивалӗн республика  1-мӗш вырăн йышӑннӑ вӗренекенсене: Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнчи Сергей Юманова, Çӗнӗ Упи тӗп шкулти Виталий Юмановпа Александр Дергунова, Упи вӑтам шкулӗнчи Сергей Шавкина тата Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗнчи Руслан Ильбеева дипломсемпе парнесем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев