Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗҫ йӗркине пӗлет вăл

Шамиль Мирзаевич Шагаев çителӗклӗ пурнӑҫ туса, уйрăм хушма хуҫалӑхне аталантарас енӗпе, предпринимательствăпа интересленет

Шамиль Шагаев Анат Чакă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 2-мӗш группа инваличӗ пулнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шамиль Шагаев Пӑври СПТУ-15 училищӗре водитель профессине алла илет. Ҫар служби  хыҫҫӑн хулана каймасть, ялта юлма кӑмӑллать. Тӑван колхозӗнче, сӗт турттармалли грузовик водителӗ пулса, 20 ҫула вăй хурать. Шӑпах ҫак ҫулсенче вăл  пулас мӑшӑрӗпе, Чӑваш Республикинче Шăнкӑртан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗрпе, Сарияпа паллашать. Хусанти техникумсенчен пӗринчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк хӗре направленипе сӗт-çу заводне  лаборантка пулса ӗçлеме янӑ пулнă. Шамиль вара хӑйӗн машинипе кунта сӗт турттарнă. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫамрӑк ҫынсем паллашаççӗ, каярахпа туслӑх пысӑк юратăва çаврăнать, ҫамрӑк ҫемье никӗсленет. 

Шамиль Шагаева колхозра ӗҫленӗ хушăра тата пилӗк ҫула яхӑн ферма заведующийӗнче ӗҫлеме тӳр килет. Ку вӑл колхозсем пӗтсе пынӑ тапхăр пулать. Колхозсем укҫа тӳлемеҫҫӗ, пурнăçа малалла илсе пымалла. Нумай шухӑшланă хыҫҫӑн Шамиль Мирзаевич хӑйӗн ӗҫне уҫма шут тытать. Чи малтанах пӗтӗм укҫине пухса «ГАЗ-53» машина туянать. Унтан вӑрмантан делянкăсем илсе, вутӑ тата материалсем валли йывăç касса, строительство валли кирлӗ пулнă материалсем сутас енӗпе интересленме пуçлать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку хутӑш вӑрман пулать. Кунта хурӑн та, юман та, ҫӑка та ӳсет. Хӑшӗ-пӗрисем юман йывăççине юпа валли ыйтсан, нумайӑшӗ хурӑн вуттине заказ пама пуçлаҫҫӗ. Çав йывӑҫсене вӑрмана кайса касас, машина ҫине тиесе таврӑнас, унтан йывăçсене касса, çурса заказчик патне илсе çитерес пулать. Темиҫе ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Шамиль Мирзаевич тата тепӗр ӗç – йывăç çуртарса хăма туса сутасси пирки шухӑшлама пуçлать. Унтан вӑл хӑйӗн уйрӑм хуҫалӑхӗнче хӑма ҫуракан оборудовани илсе, пилорама валли  здани туса лартас ӗмӗтпе çӳрет. Вӑл ҫурт умӗнчи пушӑ ҫӗре арендӑна илет кунта пулас пилорама валли здани туса хурать. Унтан бензинпа ӗçлекен пилорама туянать. Вӑрманта илнӗ делянкăсенчен йывӑҫсем касса илсе килет те, заказ паракансем валли хӑма çурма пуçлать. Заказсем вара, тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Кама-тăр хурӑнтан урай хӑмисем кирлӗ пулаççӗ, хăшӗсем ҫурт тума тытӑннӑ, вӗсене обрешеткӑсем кирлӗ пулаççӗ. Шамиль Шагаев хӑй патне ыйтупа килнӗ çынсене пӗрне те пăрса ямасть. Унӑн тракторӗ-погрузчикӗ, «ГАЗ-53» машини пур. Хăма çуртарма заказ паракансем пулман чухне, вутӑ çурса кӳрсе парать. Мастер хӑй каланӑ тӑрӑх, халăх, çаплах, вилнӗ çынна пытарма кирлӗ пулнă хӑмасем ҫурса пама ыйтма пуçланă.

Унсӑр пуҫне вӗсен 10 гектар лаптӑка йышăннă ҫӗр пайӗсем те пур. Вӗсенчен 4 гектар лаптăкӗ çине  – курăк, 6 гектарӗ çине урпа акса, выльӑх-чӗрлӗх валли хӗл каҫма апат та хатӗрлеҫҫӗ. Хӑйсен хуҫалӑхӗнче ҫулсеренех 6-7 пуҫ вӑкӑр тата ӗне усраҫҫӗ.

– Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерес ӗçе пуçăнма йывăрах мар. Çакăншăн ӗçрен хăраманни тата кăмăл кăна кирлӗ. Тата, паллах, йывăрлăхсем умӗнче пуç усмалла мар, – тет ял çынни.

Шамиль Мирзаевичпа мӑшӑрӗпе икӗ ача пăхса ӳстернӗ. Хӗрӗ Айгуль хальхи вӑхӑтра Турцире пурӑнать, ывăлӗ Рамиль ашшӗ-амӑшӗн тӗп пулăшаканӗ.

– «Хускану вăл – пурнăç, пурнăç вара – хускану», – тет авалхи каларăш. Çавăнпа та алă усса лариччен, хускану, ӗç ӗçлени пахарах, – тет Шамиль Шагаев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев