Инфаркт пулнине мĕнле пĕлмелле тата васкавлă медицина пулăшăвӗ килсе çитиччен çынна мĕнле пулăшмалла?
— Инфаркт — чĕре катастрофи. Çыннăн юн çаврăнăшĕ япăхланать е вуçех чарăнас хăрушлăх ӳсет. Тухтăр пулăшăвĕсĕр çын часах вилсе каять. Миокард инфаркчĕ — чĕре мышцисем вилнипе танах. Атеросклероз, тромб юн çаврăнăшĕн ĕçĕ пăсăлнине пĕлтереççĕ. Ăна пула чĕре мышци патне юн пымасть. Тухтăрсен çынна вилĕмрен хăтарса хăварма пĕр сехет çеç юлать.
Инфаркт паллисем: чĕре тĕлĕнче тата кăкăрта тăрук хĕстерсе хытă ыратать, сăн-пит кăвакарса каять, сивĕ тар тапса тухать, вăй чакать, чĕре таппи хăвăртланать, сывлăш пӳлĕнет, çын вилесрен хăрани палăрать. Ыратни янаха, сулахай алла, сулахайри хул калакĕ айне, икĕ хул калакĕ хушшине куçать. Чĕре ĕçĕ пăсăлма, юн пусăмĕ чакма, кăмăл пăтранма, хăстарма пултарать.
Астăвăр: тăхтаса тăмалла мар, кашни çеккунт хаклă. Часрах васкавлă медицина пулăшăвӗ чĕнмелле те чирлĕ çынна стационара илсе каймалла. Ăна стационара мĕн чухлĕ хăвăртрах илсе çитереççĕ, пурăнас шанчăкĕ çавăн чулхлӗ пысăкрах пулĕ. Çавăнпа тăхтаса тăрса вăхăта сая ямалла мар. Пациент чылай чухне хăех иртĕ тесе лăплантарать. Артери, чĕре çумĕнчи юн тымарĕ тăрук тромбпа пӳлĕнсен мышца кислород çитменнипе аптăрать те инфаркт пулать. «Эмел ĕçетĕп те ыранччен чăтăп», — нумайăшĕ çапла шухăшлать. Шел те, ыранхи кун çитмесен те пултарать.
Медицина ӗçченӗсем киличчен епле пулăшмалла-ха? Пациента лăпкăлăх кирлĕ, ăна лартмалла е сĕвентерсе вырттармалла. Тăвăр тумтире, çухавана вĕçертмелле. Алăка, чӳречене уçса уçă сывлăш кĕртмелле. Чĕлхе айне пĕр тӳме «Нитроглицерин» хумалла. Аллерги пулмасан пĕр тӳме «Аспирин» чăмламалла. 15 минут иртсен каллех тепĕр тӳме «Нитроглицерин» пама юрать /3 тӳме таран/. Танометр ал айĕнче пулсан юн пусăмне виçмелле. Вăл пĕчĕк, сăн-пит шуранка- тăк «Нитроглицерин» тата йывăрлатать.
Васкавлă пулăшу çитсен эсир пуçланă пулăшăва тăсать, пациента больницăна илсе каять.
Нет комментариев