Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ильнур Журавлев – тӗслӗхлӗ салтак

Çамрăксене хастарлăх

Ильнур  Ильдусович Журавлев 2011 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ҫар службине кайнă.

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл Пӑвари медицина училищинче вӗренет, медицина ӗҫченӗн специальноҫне алла илет. Дипломлӑ специалист чи малтанах ҫарта служить тӑвасси хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать.

Хусанта çар комиссариатӗнче ӑна Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен Свердлов облаҫӗнчи Екатеринбургри çар чаҫӗсенчен пӗрне яма  палăртаççӗ. Унта вӑл хӑйӗн специальноҫӗпе служить тăвать.

Ӳт-пӗвӗпе, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп, спорта юратакан ҫамрӑк каччă ҫар службинче пуç усмасть, командирсен тата пӗрле служить тӑвакансем хушшинче те хисепе хӑвӑрт ҫӗнсе илет. Унӑн ҫарти службине те командирсем лайӑх хаклаççӗ.

Нумай пулмасть унӑн ашшӗпе амăшӗн, Ильдуспа Даниян, ячӗпе командирсен приказӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата ҫар хатӗрлӗхӗ енӗпе лайӑх паллăсене тивӗçнӗшӗн Тав ҫырӑвӗ килнӗ.

Ильнурăн ашшӗ Ильдус – вăрçă юхăмӗн ветеранӗ, Афганистанра икӗ ҫул службӑра тӑнӑ, вӑрҫран ырă-сывă тӑван енне таврӑннӑ салтак.

Ашшӗпе амӑшне те, паллах, хӑйсен ывӑлӗ лайӑх служить туни хавхалантарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев