Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ильгиз Галиуллов — Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗнче хăйӗн вăйӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет

Ӗç-хӗл

Кивӗ Кахрлă ялӗ ӗлӗкренех хӑйӗн ӗçе юратакан тата тăрăшуллă халӑхӗпе палăрнă. Юлашки ҫулсенче унта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, кайӑк-кӗшӗк усрас енӗпе мала кайни палăрать. Çавăн пек ӗçчен ҫемьепе паллашас тесе, эпир çак яла кайрăмăр.

Ильгиз Галиуллов — Ульяновск облаҫӗнчи Чердаклы районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӑшӑрӗ Айгуль вара — Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗн хӗрӗ. Çемье çавăрсан, малтанхи икӗ ҫулӗнче, вӗсем Ульяновск облаçӗнче пурӑнаççӗ, унтан ҫурт лартаççӗ. Анчах Ильгиз, ял тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер, хулара пурӑнма питех кăмăлламасть, унӑн чун-чӗри ял патнелле туртӑнать. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ канашласа, вӗсем пӗр шухӑш патне килсе тухаççӗ, Айгульăн тӑван ялне таврăнса тӗпленеççӗ. Малтан Айгульăн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче темиҫе уйӑх пурӑнаççӗ, унтан ҫӗнӗ ҫурт лартаççӗ. Ильгиз хӑйне пур енчен те сăнаса пăхать. Шӑмӑршӑ районӗнчи суту-илӳ центрӗнче ӗҫлет. Мӑшӑрӗ Айгуль вара чечексем сутас енӗпе интересленет, урӑхла каласан, чечек бизнесне аталантарать. 

— Мӗн пӗчӗкренех килти выльӑх-чӗрлӗх хушшинче ӳснӗрен, манăн ӗмӗтӗм — вӑкӑрсем усрассиччӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пăрусем илме пуҫларӑм, вӗсемшӗн çуллахи вӑхӑт валли картасем туса хутăм, — тет Ильгиз. 

Самӑртакан ушкӑн, ҫамрӑк пăрусем — мӗнпурӗ 97 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур вӗсен. Картасене те пăхрăмăр. Унта тарăхтаракан шӑнасене хӳрисемпе хӑваласа, виҫӗ уйӑхран пуҫласа пӗр ҫула ҫитичченхи хурапа шурӑ тӗслӗ ăратлă, теçеткене яхăн пӑрусем выртатчӗç.

— Ашне Ульяновск хулине, пасара илсе каятӑп, унта сутаҫҫӗ, — тет хуҫа.

Ӗлӗк вӗсем 23 пуç ӗне те усранӑ, анчах хӑйсен ҫӗрӗсем ҫуккипе апат, утӑпа улӑм та туянма тивнӗрен, ӗнесем усрама пăрахнă. Çамрӑксем сӗтӗн хакӗ пулманнишӗн те пăшăрханаççӗ.

— Паян выльӑх-чӗрлӗх усрама кӑмӑл тата тӗрек кирлӗ. Манӑн курăк акма, тырӑ акса ӳстерме ҫӗр пулнă пулсан, мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен шутне 600-700 пуҫ таран çитерме те май пур. Анчах ял хуҫалӑх ҫӗрӗсемсӗр пуçне, пур выльăх апатне те туянса, выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстерме май ҫук, — тет Ильгиз.

Паян Ильгиз выльӑх-чӗрлӗх валли улӑма хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе калаҫса татӑлса, тыррине ҫапса илнӗ уй-хирсенче юлнӑ улӑма рулонсем туса, ӑна хатӗрлесе хурать, тюксене хӑйӗн хуҫалӑхне илсе таврăнать, купаласа хурать. Уттине тата тыррине туянать. 

Реклама

Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсăр пуçне, кӑҫал Ильгиз 900 хур чӗппи илнӗ. Вӗсем, пысăк пахчара, пахча тулли курӑк çисе çӳретчӗç (ӳкерчӗкре). 

— Хурсене Мускав çывӑхӗнче сутма планлатӑп, — тет Ильгиз планӗсемпе паллаштарса.
«Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем пыл та ҫу ҫинче кӑна», — тесе шутлакансем йӑнӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ашне, сӗт-çуне, юр-варне туса илме нумай вӑй кирлӗ. Ильгизăн çемйине те нимӗн те ҫӑмӑл парăнман. Анчах ӳркенмесӗр ӗçленине пула, паянхи кун вӗсен сӗтелӗ — тулăх, кӗсйисем — укҫаллă, ӗҫӗсем — хисеплӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев