Илен кунӗ
Августăн 2-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Илле пророка хисеп тăвать.
Илле халăх ăнлавĕнче питĕ кăра Турă, çумăрпа аçа-çиçĕм хуçи шутланать. Вăл тỹпере вут-çулăм сирпĕтекен кӳмепе çӳрет, аслатипе тата çиçĕм вăйĕпе усă курса усалсене асап кăтартать. Илен кунĕнче ĕненекенсем чиркĕве парне – така ури, пыл, симĕс пăрçа, çĕнĕ ыраш пучахне – илсе пынă. Пĕр пайне Турă çуртĕнчех хăварнă, тепĕр пайне килĕсене илсе кайнă.
Çак кунран кĕркунне пуçланать тенĕ. Ирсерен тăм ӳкме тытăнать. Çунарçăсем Иленре кашкăр тытсан çулталăк ăнăçлă пуласса ĕненнĕ, мĕншĕн тесен Илле пророк сунар ĕçĕн тата вăрманти чĕрчунсен хӳтĕлевçи шутланать. Илен кунĕ тăрăх малашне çанталăк мĕнле пулассине те палăртнă. Çак кун çумăр çусан килес çул ыраш ăнса пулать, пушарсем сахал тухаççĕ тенĕ. Ирхи ăмăр çанталăк кĕрхисене час акма пуçлассине, тырпул ăнса пулассине систернĕ. Илле кунĕнче утăçи вĕçленнĕ. Çак вăхăталла ыраш пиçсе çитнĕ. Хресченсем пăрçа пуçтарнă, купăстана шурă тĕсне çухатасран чӳлмекпе витсе хунă. Августăн 2-мĕшĕ хыççăн çĕр çырли çиме хушмаççĕ. «Вĕçĕмсĕр ыйхăлаттарма пуçлать», – тенĕ. Çак кун хыççăн пуçтарнă улăм сиплĕ шутланнă. Ăна тӳшек вырăнне сарса хунă. Ун çинче çывăрсан сывлăхлă тата ырлăхлă пулассине ĕненнĕ. Илле пророк шыва тимĕр туя ярать тенĕ. Çавна май Илен хыççăн шыва кĕме чарнă.
Августăн 2-мĕшĕнче уй-хирте те, килте те ĕçлеме, çынпа вăрçăнма, сивĕ сăмахпа кӳрентерме, усал шухăшсене ирĕке яма юрамасть. Унсăрăн пророка çилентерме, асап курма пулать тенĕ. Иленре çĕнĕ тырăран çăкăр, кукăль пĕçернĕ, пахчаран çĕр улми кăларса кĕнĕ. «Çак кун çĕр улми çисен вăл ăнса пулать, лайăх упранать», – тенĕ ваттисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев