Реклама
Хыпарсем
Илемлӗ пурăнар, тирпейлӗ тăрар!
Эрнекунран – Эрнекунччен
Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Ӗç тăвакан комитечӗн çумӗнчи административлӑ комиссин виҫҫӗмӗш ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ертсе пычӗ.
Ларура административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен сакӑр ӗҫ пӑхса тухрӗç. Комиссие Упи, Шланка, Кивӗ Йӗлмел, Анат Хураката, Тутар Паснапуç, Алешкин-Саплăк, Мучелей ялӗн çыннисене чӗнтернӗччӗ.
Тӗпрен илсен, административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан протоколсене çӳп-çапа урама, ҫырмасене кӑларса пӑрахнӑшӑн, хӑйсен территорийӗ тулашӗнче е урамра стройматериал упранӑшӑн çырнă. Хӑш-пӗр чыссăр ҫынсем таса мар тата туалет шывӗсене урама юхтарнă...
Илемлӗ мар вӗт ӗнтӗ ку! Кирек мӗн тума юрамасть – урамра, ялта пӗччен кăна пурӑнмастӑн. Кашни япалан, пурнăçăн та хӑйӗн правилисем пур. Ял тӑрӑхӗн тирпей-илем кӗртмелли правилисене пӑснăшăн штрафпа айӑплаҫҫӗ. Унӑн чи пӗчӗк сумми 2000-3500 пин тенкӗпе танлашать. Çулталăк хушшинче правилăна тата тепӗр хут пӑснӑ чухне, штраф сумми икӗ хут пысӑкланать.
Ҫавӑнпа та илемлӗ, тирпейлӗ пурӑнар. Çапла пурăнсан, хамăра та, ыттисене те хӑтлӑ пулӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев