Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Илемлӗ ӗнтӗ пирӗн ен...

Кӑҫалхи хӗл ачалӑха аса илтерет... Çутçанталăк

Икӗ эрнене яхӑн татти-сыпписӗр ҫӑвакан юр пире пурне те ӗлӗкхи вӑхӑта — урамсенчи çӳллӗ кӗрт куписем патне илсе таврăнчӗ.

Нумайӑшӗн, çакăн пек çанталăк, юр ăшне чавса кӗрсе окоп туни, сарай тӑррисенчен юр ăшне сикни, ҫил-тӑман купаланă ту ҫинчен ҫунашкасемпе ярӑнса ҫӳрени асне килчӗ пулӗ. Урасенчи кăçатӑ, алăсенчи алсиш, аслисем хыççăн юлнă пальто аркисем йӗпенсе шӑнса хытнӑ, питсем панулмисем пек хӗрелсе кайнă пулсан та, киле кӗрес килместчӗ вӗт. Эй, телейлӗ ачалӑх! 

Ҫак çил-тӑмансем хальхи ачасене телефонсенчен, гаджетсенчен уйӑрса, ту ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнса ҫӳреме урама кăлараймасан та, ашшӗ-амӑшӗсене пулăшас тесе, хапха умне тухма хистетех! Мӗншӗн тесен пӗччен тасатма ӗлкӗрейместӗн.

Ҫапла майпа хӗллехи ҫутҫанталӑк хăйӗн юнтармăшӗсене кӑтартса пачӗ. Кунӗпе те çӗрӗпе çил-тăман пулнипе, юр ҫунипе вӑл хуласемпе ялсенче пурӑнакансемшӗн те, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те йӗрке тытса тӑракан çул-йӗр ӗçченӗсемшӗн те йывăрлăхсем кăларса тăратрӗ. Федераллă трассăсем ҫинче çăк турттаракан машинăсен талӑкӗпех чарӑнса тӑмалла пулчӗ, патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем ҫул ҫине тухма сӗнмерӗç.

— Юрлă ҫанталӑк условийӗсем пулнине пӑхмасӑр, эпир хамӑр ӗҫе пахалӑхлӑн пурнӑҫлама тӑрӑшрӑмӑр.

Каччăсем çирӗп режимра, талӑкӗпех ӗçре пулчӗç. Ирхине 3-4 сехетре тӑрса, каçхи-çӗрлехи 22.00-23.00 сехетчен пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлерӗç, — тет «Фламинго» организацийӗн ертӳҫи Альфред Низамов. — Эпир Кивӗ тата Çӗнӗ Çӗпрел ялӗсене, Кивӗ Йӗлмелпе Ҫӗнӗ Чукал ялӗсен урамӗсене пăхса тăтăмăр. Пурӗ 8 тӗрлӗ техника ӗçлесе тăчӗ. Пур урамсене те юртан тасатнӑ хыҫҫӑн та, техникӑн 2-3 единици каллех урамсемпе ҫулсене тӗрӗслесе тӑчӗ. 

Пӗтӗм районӗпе вара çак кунсенче юр кӗрчӗсемпе «кӗрешме» 70тен ытла техника тухрӗ. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тунтикун, канашлура, пӗлтерчӗ. 

— Ялсенчи ҫулсене тасатса тăрса, кăткăслăхсем килсе тухма паман кашни ӗçчене пурне те тав тăватăп, — терӗ вӑл.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫанталӑк 5 ҫул каялла, 2018 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче, палăрнă. Кӑҫал виҫӗ талӑк хушшинче 29 мм юр ҫурӗ, ку пӗр уйăхри нормăн 63% тӳрӗ килет.

— Юра хырса купалама вырăн та юлмарӗ. Кăçал парать кирлине, — теççӗ кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хапха патне кӗмелли çулсене тасатса, пӳрте кӗме çул тăвакан Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Фаридапа Ильмас Низамовсем. — Ӳпкелешместпӗр, çутăрччӗ кăна!

«Асаттесемпе асаннесем юр нумай пулсан, ҫулталӑк тухӑҫлӑ пулать, тетчӗç», — сӑмахне малалла тӑсрӗ Ильмас Низамов. Сăнанисенчен курăннă тăрăх, январь уйӑхӗнче юр час-часах çусан, тăманӗсем те пулсан, июль уйӑхӗ ҫумӑрлă пулать.

Мӗн тесен те, çутҫанталӑкăн начар ҫанталӑкӗ çук — хӗл юр-тӑманӗсемпе, куçа йăмăхтаракан шап-шурă юрӗсемпе, ҫуркунне — хӗвелпе, ҫу вара шултра тумламлă çумăрӗсемпе илемлӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев