Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ильдар Халиуллова халалланă хоккей турнирӗ иртрӗ

Кубок Пăва хулине кайрӗ

«Алтын Барс» пӑр керменӗнче Ҫӗпрел, Апастово, Кайпăç, Пӑва районӗсен, Хулаçырми (Ҫӗпрел районӗ) тата «Тайфун» (Кайпăç районӗ) пухса йӗркеленӗ командӑсем хушшинче шайбăллă хоккей енӗпе районсем хушшинчи уҫӑ турнир иртрӗ. 
Пӑр ҫине чи малтан Пӑва районӗн тата «Тайфун» (Кайпăç районӗ) командисем тухрӗҫ. Вӑйӑ 3:2 шутпа вӗҫленчӗ. Ҫӗпрелпе Кайпăç командисен вăййи ҫӗпрелсем çӗнтернипе, 9:2 шутпа, вӗçленчӗ. Виҫҫӗмӗш вӑйӑ Апастово тата «Тайфун» командăсем хушшинче пулчӗ. Капăçсем Апастово командине 3:1 шутпа ҫӗнтерчӗç. Хулаçырмипе Çӗпрел командисем хушшинчи тӑваттӑмӗш вӑйӑ 0:7, пиллӗкмӗш вăйă — Пӑвапа Апастово командисем хушшинче 5:3 шутпа, улттӑмӗш вăйă Хулаçырмипе Кайпăç командисем хушшинче 4:1 шутпа вӗҫленчӗ. 

Финал вӑййисенче виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Хулаçырмипе «Тайфун» командисем, 1 тата 2 вырăнсемшӗн Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен командисем вăй виçрӗç. 

Хоккеистсем хӑвӑрт выляма, тапăнма тата хӳтӗленме пӗлнине кӑтартрӗҫ. Кашни команда пӗтӗм вӑйран ҫӗнтерӳ патне ăнтăлчӗ. Пӗтӗмлетӳре Пӑва районӗн пухса йӗркеленӗ команди пӗрремӗш вырӑна йышăнчӗ, Ильдар Халиуллова халалласа тунă куҫса çӳрекен кубока илчӗ. Ҫӗпрел районӗн команди иккӗмӗш вырӑна, «Тайфун» (Кайпăç районӗ) команди виҫҫӗмӗшне çӗнсе илчӗ. 

Турнир пынӑ май, чи лайӑх вылякансем те палӑрчӗҫ: Даниф Шарафутдинов (Ҫӗпрел) «Чи лайӑх тапӑнакан», Алексей Мишанов (Пӑва) — «Чи лайӑх хӳтӗлекен», Дамир Аухатшин («Тайфун») — «Чи лайӑх хапхаçă» тата Айнур Мушарапов (Ҫӗпрле) —"Чи лайӑх вӑйăçă" пулса тăчӗç. 

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе чысларӗ. Вăйă спонсорӗ те Тимур Халиуллов (Ильдар Халиулловăн ывӑлӗ пулчӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев