Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫил-тӑман сирӗн ҫулăрсене хупла- марӗ-и?

Ыйтăм

Радик Мухаметзянов, Çӗнӗ Ишлӗ  ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:

– Пирӗн ял тăрăхӗ виҫӗ яла: Ҫӗнӗ Кахăрлă, Çӗнӗ тата Кивӗ Ишлӗ ялӗсене пӗрлештерет. Федераллă трассăран яла кӗрекен ҫула районти ҫул-йӗр строительствин организацийӗ тасатать. Çӗнӗ Кахăрлă, Кивӗ Ишлӗ шкулӗсене çитичченхи асфальтлă çула тасатса тăма та вӗсене палăртнă. Ял урамӗн çулӗсене машинăсем тата çуран çынсем çӳремелӗх тӗрттерессине вара эпир йӗркелетпӗр. Кӑҫал «Перспектива» организацирен  «МТЗ-82» трактора арендăна илтӗмӗр, ăна хамăрăн ял тăрăхӗн трактористне шанса патăмăр. Ялсенчи ҫулсене юртан тасатас ӗҫре пире «Ак Барс-Çӗпрел» агрофирмăн филиалӗн «К-700» тракторӗсем, çаплах, хăйсен тракторӗсем пулнă ял çыннисем те пулăшрӗç. Халăмăртан килнӗ чухлӗ, пӗччен пурӑнакансене, аслă çулсенчи çынсене те пăхса тăма тăрăшатпăр.

Гульфария Айнуллова, Тутар Тӗкки ялӗ:

– Нумайранпа ӗнтӗ çакăн пек çил-тӑман, сивӗсем пулнине те курманччӗ. Эпир мăшăрăмпа иксӗмӗр кăна пурӑнатпӑр, аслă çулсенчисем, вӑрҫӑ вăхăтӗнчи  ачасем. Тав Турра, иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан, ялсенчи урамсене кӑҫал питӗ таса тытаҫҫӗ. Ял тăрăхӗн çӗнӗ ертӳçине  Рустам Фатхуллина ӗçне тӗрӗс йӗркеленӗшӗн ял халăхӗ ятӗнчен тав тăватпăр. Картишри, пӳрт умӗнчи юра тӳлесе тасаттаратпăр.

Елена Матюшина,  Кивӗ Çӗпрел ялӗ:

– Вăйлă çунă юр кăткăслăхсем кăларса тăратрӗ. «Дачныйра» та юр нумай çуни «стихия» пулни питӗ сисӗнчӗ. Çулсене вӑхӑтра тасатса ӗлкӗреймерӗç. Ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, машинӑсене те çӳреме йывӑрччӗ. Ӑнланатӑп, ӗлкӗреймерӗç те пулӗ, анчах эпир лайӑха хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, ҫулсене те яланах тирпейлесе тӑччӑр, ҫуран ҫӳрекенсем валли тротуарсем те таса пулччӑр тетпӗр.

Ҫуртсем тӗлӗнче тем çӳллӗш юр куписем пулса тăчӗç. Çулпа килекен машинӑсем те, çав тусем хупланипе, курӑнмаҫҫӗ.

Ҫуркунне ҫитессе кӗтетпӗр. Ҫуллахи вӑхӑтра кăмăлу пулсан та пӗр кашăк юр та тупма пулмӗ.

Олег Албутов, Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:

– Пирӗн Анат Чакă ял тӑрӑхне пилӗк ял кӗрет. Ялсем район центрӗнчен те, пӗр-пӗринчен те чылай аякра вырнаҫнӑ. Ял тăрăхӗ тасатса тăма тивӗçлӗ пулнă çулсем 27 ҫухрӑма пуçтарăнаççӗ. Çапла, юлашки эрнере çунă юрсем йывăрлăхсем те, проблемăсем те кăларса тăратрӗç, халăх та ӳпкелешрӗ.

Ӗлкӗрсе тăма та пулмасть вӗт, тасатса кайнă кăна, татах юр хупласа хурать. Черетпе кашни урама тасатма тӑрӑшрӑмӑр. Çак ӗçре Анат Чакă ялӗнче, тӗслӗхрен, Анатолий Матюшин хӑйӗн «МТЗ» тракторӗпе, «Агротранспорт», цеолита ӗçе кӗртекен завод та, чиркӳ те хӑйсен техникипе пулӑшаççӗ. Вӗсене кашнинех, çаплах,  Кӗçӗн Аксу ялӗнчи Владимир Солдатова, Тутар Шатăршан ялӗнчи Ринат Айзятова, Зуфар Алимбекова, Самиулла Тухфатуллина тав тунине пӗлтерессӗм килет.

Дилюза Аббазова:

– Эпир ӳснӗ вăхăтра хӗл çапла пулатчӗ. Юр нумай пулнă вăхăтра, çуркунне çырмасем тулса, сарăлса, пăр капланса килсе кӗперсене «илсе» каятчӗ. Халӗ хӗле юрсăр, теççӗ вӗт. Çӗклесе пăхсан та, пӗр кӗреçе юрăн нимӗнле йывăрăшӗ те çук.

Юр нумай пулни чăрмавлă пулсан та, савăнтарать кăна. Мӗншӗн тесен эпир, Раççейӗн вăтам полосинче пурăнакансем, çакна хăнăхнă.

Гульнара Юнусова,  Аслă Чăнлă ялӗ:

– Юлашки эрнесенче çунă юрсем уй-хирсене, таврана шап-шурă турӗ,  ачалăхри нумай юрлă ҫулсене аса  илтерчӗ. Картишрен, хапха умӗсенчен тăкнă юрсем ту кӗрчӗсене аса илтереççӗ. Ялăмăр районтан аякка вырнаçнă пулсан та, юр-тăманлă кунсенче çулсăр лармарăмăр. Яла федераллă трассăпа ҫыхӑнтаракан ҫула та вӑхӑтра тасатса тăчӗç, машинасем яла кӗрсе-тухса çӳреме пултарчӗç.

Ҫак çула районти çул-йӗр службин каччисем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те тасатса тăчӗç. Ял  хушшинчи урамсене те, тракторсем тӗрттерсе, тасатрӗç. Ҫавна май ял халăхӗ ҫул-йӗр службин организацине те, ӗçе тӗрӗс йӗркелесе тăракан ял тӑрӑхне тата ялти хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Равиль Бикчурова та тав тӑваҫҫӗ.

Юр кӗрчӗсемпе кӗрешни

Январь уйăхӗн иртсе кайнă 20 кунӗнче кӑна ҫӗр ҫине 40 сантиметр хулăнăшӗнче юр выртнă. Юр сийӗн пӗтӗмӗшле хулăнăшӗ –  65 сантиметр

 

Çанталăк çинчен

Кӑҫал юр питӗ нумай çурӗ. Çӗнӗ ҫул уявӗсене юрсӑр кӗтсе илетпӗр пулас, тесе пăшăрхансан та, уявсем умӗн те, уявсем хыççăн та юр питӗ нумай çуса та тултарчӗ.

Ялта-и, хулара-и  – ниҫта та юра тасатса пӗтерме çук. Вӑйлӑ ҫил-тăмансем хыççăн ирхине картише тухсан, урама тухмалли çулсем çинче, пӳрт умӗсенче тарӑн юр кӗрчӗсем кӗтсе илчӗҫ халăха.

Метеостанци хыпарлать

Районти Метеостанци организацийӗн ӗçченӗ Вера Афанасьева каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫулăн пӗрремӗш уйăхӗнче, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, юр нормăран ытларах çунă. Вӑйлӑ юр ҫуни январӗн 10-мӗшӗнче палăрнă. Ҫак кун талӑклăх çумалли калăпăш  18,9 миллиметра  тӳрӗ килнӗ, урăхла каласан çӗр çине вăтамран 14 см. хулăнăш юр выртнă. Январӗн 14-мӗшӗнче вара талӑкра 10,3 мм яхӑн нӳрӗлӗх палăрнă, çӗр çине 11,2 см. таран юр ҫунӑ. 2020 ҫулăн декабрӗн 31-мӗшӗнче район территорийӗнче юр хулăнăшӗ 25 см. пулнă пулсан, январь  уйӑхӗн 20 кунӗнче кăна та  ҫӗре  40 см. таран юр витнӗ, урăхла каласан хӗл пуҫламӑшӗнчен паянхи кунччен çӗр çине 65 см. хулăнăшӗнче юр выртнӑ. В.Афанасьева каланӑ тӑрӑх, уй-хирсенчи кӗрхи культурăсем лайăх сыхланаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсем 40 см. хулӑнăшӗнчи  «юр утиялӗ» айӗнче хӗл каҫаççӗ.

Хӗл мӗнле иртет?

Юрлӑ-тăманлă кунсем январь уйăхӗнче черетленсе килчӗҫ. Районта январӗн 13-мӗшӗ  чи сивӗ кун пулнă май историе кӗрсе юлчӗ. Çак кун сывлӑш температури  ҫӗрле - 35-36 градуса çитрӗ. Тӗрлӗ ялсенче тӗрлӗрен сивӗ пулчӗ. Ялти урамсенче те сывлӑш температури тӗрлӗрен палăрчӗ. Ку ял е урам айлӑмра е çӳлерех вырнаçнипе ҫыхӑннӑ.

Юр çунă, вăйлă тăман пулнă кунсенче районти «Фламинго» общество ӗҫченӗсем те тӗк тӑмарӗç, паллах. «Фламинго» общество ертӳҫи Альфред Низамов  каланӑ тӑрӑх, обществăн пилӗк единица юр тасатмалли тата тӗрттерекен техники  талăкӗпе район центрӗнчи çулсене, урамсене юртан тасатнă çӗрте ӗçленӗ. Ҫул хӗрринчи тротуарсене те «Фламинго» обществăна çирӗплетнӗ.

Пирӗн район территорине тӳрӗ килнӗ федеральлӗ  трассăна тата ялсене каякан çулсене вара районти «Татавтодор» организаци пăхса тăрать. Кунта та ҫул-йӗр ӗçченӗсем грейдерсемпе кунӗпе те çӗрӗпе çулсене тӗрттерсе, трассӑна юртан тасатнă çӗрте вăй хунă.  Ял ăшӗнчи ҫулсене таса тытассине  ял тăрăхӗсене çирӗплетнӗ. Тӗрлӗ ялтан килнӗ хыпарсем те тӗрлӗрен, ял тӑрӑхӗсенчен пӗрисенче юр кӗрчӗсемпе кӗрешессине тӗрӗс йӗркеленӗшӗн тав тӑваҫҫӗ пулсан, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсем енӗпе ӳпкелешнисем те пулчӗç. Çил-тăман та чарăнса тăрать. Ыйтса пӗлнисенчен курăннă тăрăх, ҫил-тӑман чарăннă вăхăтра, юлашки кунсенче ялсенчи кашни урама çитсе кӗмелӗх тенӗ пекех юртан тасатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев