Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Икӗ лавккара законсăр майпа эрех сутнă

2020 çулăн январӗн 20-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Патшалăх алкоголь инспекцийӗсен Зеленодольскри территориальлӗ органӗн ӗçченӗсем, административлă тишкерӳ ирттернӗ май, район территорийӗнче вырнаçнă икӗ лавккара право йӗркине пăсни палăрчӗ.

«Çӗнӗ Шăхаль ялӗнчи предпринимателӗн пӗр лавккинче, документсăр, ӳсӗртекен шӗвекпе тата сăрапа саккунсăр майпа суту-илӳ туни палăрчӗ», – тесе пӗлтерет Тутарстан Республикин Патшалăх инспекцийӗн Зеленодольскри  территориальлӗ органӗн контроль

пе инспекци уйрăмӗн тӗп  эксперчӗ М.М. Залялов. «Паллă ӗнтӗ, эрех-сăра продукцийӗ çинчен даннăйсене ЕГИАС системипе регистраци туман. Çавна май, 20,72 литр алкоголь продукцине, çавсен шутӗнчен 4,7 литр эрехе тата 16,02 литр сăрана суту-илӳрен кăларнă. Çав кунах Вăрманай Шăхаль ялӗн территорийӗнче вырнаçнă лавккара та законсăр майпа спиртлă продукци сутни пирки факт уçăмлан

чӗ. Пӗтӗмӗшле, 8,1 литр калăпăшăнче сăра сутни палăрчӗ, ăна суту-илӳрен кăларнă. Предпринимательсене административлă йӗркене пăснăшăн протокол тултарнă, – тет Марат Залялов. Çакна та палăртса иртес пулать, административ

лă йӗркене пăсни çинченхи ӗçсене Тутарстан Республикин патшалăх информаци системинче вырнаçтарнă «Халăх контролӗнчи» заявленисемпе килӗшӳллӗн хускатнă. Çак системăра заявлени хăваракансене укçан преми параççӗ.

АСĂРХАТТАРАТПĂР, алкогольлӗ продукцие законсăр майпа сутнине пӗлсен Тутарстан Республикин патшалăх информаци системин «Халăх контролӗ» уйрăмӗнче заявлени парса та,  89274321084 телефон номерӗпе хыпарлама та пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев