Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Июнь уйӑхӗнчи ӗçсем. пахча ӑстисем пӗлме тивӗҫлӗ канашсем

Ку уйăхра пахчасенче тумалли нумай тӗрлӗ ӗçсем пур Тухăçсен вăртăнлăхӗ

Эпир пурте ҫулталӑкӑн чи илемлӗ, тӗлӗнмелле самантне – ҫу кунӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Чӑннипе те, ҫуллахи хӗвел пайăркисен ăшшинче киленсех шыва кӗме, хӗртӗнме, канма пулать. Анчах пахчи, хуҫалӑхӗ пулнисемшӗн, ҫу – тăрăшуллă ӗҫ вӑхӑчӗ.

Теплица пуррисене рассадăсене уйăхăн вунӑмăшӗччен унта тытма сӗнеҫҫӗ. Халӑх календарӗ тӑрӑх, хальхи чăн çулла июнӗн 11-мӗшӗнчен тин пуҫланать тесе шутлаççӗ (ҫак кунсенче шӑлан ҫырли чечеке ларать). Хӑшӗ, помидорăн тухӑҫне иртерех илес тесе, калчана маларах лартма тӑрӑшать. Вӗсене ҫапла канаш панӑ пулăттăм: тӑм ӳкес-тӑвас пулсан, лартнă калчасем ан сиенленчăр тесе, вӗсене кăштах сыхласа усрамалли вырăнсенче тытăр.

Фото Ольга ПетуховаПомидор валли вырăн суйлатпăр

Помидора калчисене лартас тесен пахчари чи хӗвеллӗ вырӑна суйласа илӗр. Помидор калчи ытлашши шӑварнине юратманнине манма юрамасть, сулхӑн вырăна лартнӑ чухне тырпул чылаях чакма пултарать (Грушовкӑпа Де-Барао сорчӗсем ҫеҫ парăнмаççӗ).

Калчасене пӗлтӗр помидорпа ҫӗрулми ӳснӗ вырӑна лартма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене сиен кӳрекен фитофтор кӑмпи нумай ҫул хушши тӑпра ӑшӗнче упранса юлма пултарать.

Теплицӑсенче помидор ҫитӗнтерекенсене ку канаш тӳрӗ килмест, ҫавӑнпа вӗсен кашни ҫулах тӑпрана çирӗплетмелли мерăсем тупмалла. Ҫак ыйтӑва татса парас тесе, пахчаҫӑсенчен нумайӑшӗ кӗрхи тырпул пухса кӗртнӗ чухне бархат тунисене секторпа касса тӑпра ҫине хураҫҫӗ. Ҫуркунне теплицӑри тӑпрана ҫав тунасемпе пӗрле чаваҫҫӗ. Бархат чечекӗнчи йӳҫек армути шӑрши вара  фитонцитозлӑ пулмалла. Опытлӑ пахчаçăсенчен нумайӑшӗ ӳсентăрансен хушшине ҫав чечек вӑррине те лартаҫҫӗ.

Мӗнле лартмалла?

Калчасене лартас умӗн вӗсене шыв сапӑр та, савăтран тӑпрапа пӗрле кăларса илсе, савăтра лартнинчен 3-6 см тарӑнрах лартӑр. Кун пек тусан, тарӑнрах лартнӑ вырӑнта тымарсемпе туратсем ӳссе ларӗҫ, апла пулсан, тырпул та пысӑкрах пулӗ.

Ирхине витресемпе пичкесене шыв тултарӑр та каҫхине, калчасене лартнӑ чухне, çав шывпа сапӑр. Пыльчăкпа пӗрле лартнӑ чухне вӗсем ытлашши пысӑк стресс курмаҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.

Помидор нумай шыв сапнине юратмасть

Асра тытăр: калчасене шыв нумай сапнинчен сахалтарах шӑварсан авантарах. Шӑварнӑ чухне ҫулҫӑсем ҫине шыв тумламӗсем ан ӳкчӗр, мӗншӗн тесен тумлам ҫулҫӑсене линза пулса пӗҫертме пултарать.

Хӑвӑрт ӗлкӗрекен сортсене, уйрӑмах вак çулçăллисене, ларнӑранпа, июлӗн варриччен 2-3 хут шӑварни те ҫителӗклӗ. Анчах та, тымарсене тарăнрах шыв çăттăр тесе, пӗр харăс темиçе хут сапма та сӗнеççӗ (пӗр калчана çур витререн те сахал мар!)

Сайратасси

Ӑшӑ юратакан культурӑсене июнь уйӑхӗнче ҫеҫ лартаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра пахчаҫимӗҫ культурисене чылайӑшне ҫумкурӑксенчен тасатма тата сайратма та тӳрӗ килет. Ку ӗҫе вӑраха тăсма юрамасть, мӗншӗн тесен ҫӑра ӳснӗ йӑрансем ҫинче тухăç чылаях чакать. Ӳсентӑрансем ҫине 1-2 чăн ҫулҫӑ тухсанах 3-5 см хушӑ хăварса сайратса тухăр. Ку ӗҫсене ҫумӑрлӑ кун е каҫхине, хӗвел аннă вӑхӑтра тумалла, мӗншӗн тесен татнӑ ӳсентӑрансем вӑйлӑ шӑршӑ уйӑрса кăлараççӗ, ку вара кишӗр шӑнине илӗртет.

Кишӗре ҫапах та кӑнтӑрла сайралатма тивет пулсан, йӑран  çине пӑрӑҫ сапӑр. Вӑл кишӗр шӑршине пусарать те хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлет. Татнӑ кишӗр тунисене йӑран ҫинчен хӑвӑрт илсе пӑрахӑр.

Хӗрлӗ чӗкӗнтӗре илес пулсан, ӑна та 1-2 чӑн ҫулҫӑсем тухнӑ хыҫҫӑн сайратма сӗнеҫҫӗ. Кăларса илнӗ чӗкӗнтӗр калчисене тепӗр вырӑна куҫарса лартма пулать. Каярах ӗлкӗрме пуҫланӑ шултра чӗкӗнтӗрсене апатра усӑ курма пулать.

Хӑяр тесен, вӗсене пӗр-пӗринчен 15-20 см. яхăн хăварса сайратмалла. Хӑяр тымарӗсене питӗ пахалӑхлӑ тӑпрапа витмелле, мӗншӗн тесен хӑяр тымарӗсем чылай ҫӳлте лараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен тӗпне ҫемҫетме юрамасть.

5-6 ҫулҫӑ тухнӑ хыҫҫӑн хӑяр вӗҫӗсене татма сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен айккинчи тунисене тума пулӑшать. Айккинчи тунисем ҫинче, паллах, ама чечекӗсем тӗп тунинчен ытларах пулаççӗ.

Тата тепӗр кирлӗ канаш: хӑяр чечекленнӗ вӑхӑтра йӑран варрине тислӗк шывӗ е витрере йӳҫӗтнӗ ҫумкурӑксен шывне тултарнӑ витре лартма сӗнеҫҫӗ. Вӗсем кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ уйӑраҫҫӗ, хӑяр ҫинчи чечексен йышне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Ку вӑхӑтра хӑярсене шыв ытлашши нумай шӑварма юрамасть, тӑпрана вӑхӑтлӑх типӗтни ун ҫинче нумай ҫимӗҫ тума пулӑшать.

Пахчари ӗҫ

Уйӑх пуҫламӑшӗнче пахчара хӑмла ҫырли, ҫӗр ҫырли, палан, шӑлан чечекленет. Уйӑх вӗҫнелле эпир тутлӑ та сӗтеклӗ ҫырласене тутанса пӑхма пуҫлатпӑр.

Ҫак уйӑх хушшинче садра тӑпрана шавах ҫемҫетсе, вӗтлӗхсемпе йӑрансен тӗпне, хушшисене çумласа тăма сӗнеҫҫӗ. Ҫумкурӑксене вӗсем чечеке ларичченех татмалла. Йывăç штамбӗсем (вуллисем) ҫинче тата вӗсем тавра ӳсекен ҫамрӑк ӳсентăрансене тымарӗпе пӗрле татса илме ан манӑр.

Шыв ҫитменнипе йывӑҫсем ҫине тухнӑ ҫимӗҫсем ӳкес хӑрушлӑх пур. Уйрӑмах хура хурлӑхан шыв юратать. Вулли тавра 50-60 см тӑпра йӗпенмелле. Чечеке лариччен тата ҫимӗҫ тухиччен улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе йывӑҫ тӗмӗсемшӗн нӳр уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Кашни шӑварнӑ хыҫҫӑн вулли тавра тӑпрана ҫемҫетмелле, нӳр лайӑхрах сыхлантӑр тесе.

Фото Ольга ПетуховаÇырла пахчинче

Тӗмсемпе йӑрансем хушшичи ҫумкурӑксем çумласа тăрăр. Пахчари ҫӗр ҫырли йӑранӗсем ҫинче ытлашши «уссисене» татӑр, куҫса ларма мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ хӑварӑр. Куҫарса лартнӑ «уссисене» тӑпрапа витӗр, вӗсем тымар яччӑр. Ҫырла ӗлкӗрме пуçласан, вӗсем вараланасран сыхласа, тӗмсем тӗпне улӑм е ытти материал хурăр.

Хура хӑмла ҫырли ҫӳллӗшӗ (хура хӑмла ҫырли) 60-100 см ҫӳллӗш ӳссен, вӗçӗсене татса илме сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ туна йышне ӳстерме тата ҫитес ҫул пысӑкрах тухӑҫ илме май парать.

Чечексем ҫинчен...

Июнӗн пӗрремӗш декадинче ҫуллахи чечексене: сальвия, пеларгони, фуксия, лобели, бегони, георгина тата ыттисене лартассине вӗçлеççӗ.

Газона касма вӑхӑт ҫитрӗ. Илемлӗх парса ӳсекен хӑш-пӗр тӗмсен ытлашши ҫӑра турачӗсене касса тирпейлетпӗр. Сирень тӗмӗсем патӗнче тӗпӗнчен тухнă туратсене тӗпӗнченех касса пăрахăр.

Клематиссем ку тапхӑрта уйрӑмах тимлӗх ыйтаççӗ. Вӗсен турачӗсем ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ, вӑйсӑр турачӗсене касмалла, вара минераллӑ удобренин комплексне ирӗлтерсе имҫамлантармалла.

Июнь уйӑхӗнче тюльпансемпе гиацинтсен ҫулҫисем сарăхаҫҫӗ, вӗсене касмалла. Нарциссене 2-3 ҫулта пӗрре уйăрмалла. Суханлă чечексене сулхӑн вырӑнта типӗтеҫҫӗ те кӗркунне лартичченех ҫил вӗрекен вырӑнта усраҫҫӗ.

Пӗчӗк суханлă чечексене – ҫеҫпӗле, шӑши гиацинтне, крокуссене те-çулçисем сарӑхнӑ хыҫҫӑн чавса кăлармалла, уйӑрмалла тата ҫӗнӗ вырӑна лартмалла.

Чечек пахчинче те ӗҫ нумай: ку тапхӑрта йӑранӗсене ҫумкурӑкран тасатмалла, шӑвармалла, удобрени тумалла, гладиолуссемпе георгинсем валли патаксем хатӗрлемелле. Шӑварма ирпе 9 сехетчен е каҫхине 6 сехет хыҫҫӑн, вӑйлӑ хӗвел ҫутинче чечексене пӗҫертес мар тесе, сӗнеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев