Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Июнь уйӑхӗнче сад-пахчана мӗнле пӑхмалла?

Канашсем

Июнь уйӑхӗнче пахчаҫимӗҫ культурисене пурне те тенӗ пекех ялан тимлӗх кирлӗ — çак вӑхӑтра шыв сапмалла, ҫумкурăкне ҫумламалла тата пахчаҫимӗҫ тӗпӗсене кăпкалатмалла

Купӑстана — сивӗ шыв

Ăна сезонӗпех сивӗ шывпа сапмалла. Ҫулҫисем ан шанччăр тесе, сезонра пӗр хут шуртăм шывӗ сапсан усăллă пулать. Сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешме ятарлӑ биопрепаратсемпе ирӗлтернӗ супӑнь шывне хушса, сапни эффективлăрах пулать.

Хӑяра та манар мар

Хӑяр тесен, вӗсене пӗр-пӗринчен 15-20 сантиметр хушă хăварса сайратмалла. Хӑяр тымарӗсене питӗ пахалӑхлӑ тӑпрапа витмелле, мӗншӗн тесен хӑяр тымарӗсем чылай ҫӳлте лараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен тӗпне ҫемҫетме кирлӗ мар.
5-6 ҫулҫӑ тухнӑ хыҫҫӑн хӑяр вӗҫӗсене татма сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен айккинчи тунисене тума пулӑшать. Айккинчи тунисем ҫинче, паллах, ама чечекӗсем, тӗп тунине пăхнинчен, ытларах пулаççӗ. Тата тепӗр кирлӗ канаш: хӑяр чечекленнӗ вӑхӑтра йӑран варрине тарăнрах савăта тислӗк шывӗ е витрере йӳçӗтнӗ ҫумкурӑксен шывне хума сӗнеҫҫӗ. Вӗсем углекислый газ уйăрса кăлараççӗ, хăяр вулли çинчи чечексен йышне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Ку вӑхӑтра хӑярсене шыв ытлашши нумай шӑварма юрамасть, тӑпра вӑхӑтлӑха типӗ пулни ун ҫинче нумай ҫимӗҫ тума пулӑшать.

Пӑрӑҫ та тимлӗх ыйтать

Июнь уйӑхӗн варринче е июль вӗҫӗнче вӗсене мульчировать тумалла. Çакăншăн тăпрана шӑрӑхран сыхлакан тата нӳрӗк тытса тӑракан улӑм лайӑх. Пӑрӑҫ ан йăвантăр тесен, ҫыхмалла, çаплах, пӗчӗк пӑрӑҫ тӗмӗсене те. Пӑрӑҫ ҫинче чечек çеçки курӑнсан, ӑна татса пăрахмалла. Ҫапла вара пӑрӑҫ вӑйлӑрах ӳсӗ, чечек ытларах пулӗ. Ӑна час-часах, анчах пӗчӗккӗн апатлантарни аван, малтан калипе, унтан фосфорпа, магнипе, азотпа усӑ курмалла.

Баклажан нӳр юратать

Ҫавӑнпа ӑна ӳстермелли тӗп условисенчен пӗри — шыва тӗрӗс сапни пулса тӑрать. Тӑпра яланах нӳрлӗ пулмалла, анчах шыв пуçтарăнса тăмалла мар. Баклажансене эрнере пӗр-икӗ хутчен шыв сапмалла, шӑрӑх кунсенче — кашни кунах. Типӗ ҫанталӑк ҫулҫӑсемпе чечексене ӳкме, ӳсӗмне чакарма тата суя хунавсем кăларса тăратма пултарать.

Баклажансене нӳрӗлӗх ытларах чечекленнӗ тата ҫимӗҫленнӗ тапхӑрта кирлӗ пулать. Ирхине, кӑнтӑрлахи шӑрӑхччен, шыв сапни авантарах. Ӑшӑ теплицӑра ӳсентӑран шыв сапнă чухне стресса ан туйтӑр тесен, шыв 20 градусран пуҫласа 25 градус таран ӑшӑ пулмалла.

Помидор ҫинчен

Помидорсене лайӑхрах пӑхас пулать. Кирлӗ пулман тураттисене вӑхӑтра татса тăмалла, ҫыхмалла. Кашни икӗ эрнере тислӗк е кайӑк-кӗшӗк тислӗкне ирӗлтернӗ шӗвекпе апатлантарса, помидорсене фитофторăна хирӗç кӗрешмелли мерăсемпе усӑ курма тытӑнмалла. 
Теплицӑра помидорсем ӳсеҫҫӗ пулсан, вӗсене уҫӑлтарӑр, мӗншӗн тесен помидорсем нӳрлӗ сывлӑша юратмаҫҫӗ. Помидор — хӑйне-хăй тасатакан ӳсентӑран. Ҫапла вара, теплицӑра ӳсеҫҫӗ пулсан, чечекре пулнă вăхăтра хунавсене кашни 2 кунсерен силлекелемелле, ҫӳлти чечексем ҫинчен тусан аяла юхса антӑр. Ку процедура пушӑ чечексен шутне чакарать.

Медведкăран хăтăлма 

Пахчана сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлесси ҫинчен те манмалла мар. Ҫу пуҫламӑшӗнче медведкăн ами активланать. Сӑтӑрҫа тытас тесен, хӑма татӑкӗсенчен пытанмалли хӳтлӗх хатӗрлемелле, ҫӗрле вӗсем хăма айне пуҫтарӑнаççӗ. Медведка валли тапӑ та тума пулать. Кӗленче банкӑн ҫӑварне пыл сӗрмелле те ӑна мӑйӗ таран ҫӗр айне чавса хумалла. Банка ҫӑварне 1-1 см яхӑн хушă хăварса хӑма татӑкпе хупламалла, капкӑна лекнӗ медведка унтан тухаймасть. Медведкăпа кӗрешмелли тепӗр меслет — теплица хӗррисенче хӑйӑрпа краҫҫын хушса йӑранӗсем тӑвас пулсан, вӗсенчен йӗр те юлмасть. 

Кӑткӑ тата ыттисем 

Пахчари нумай тӗрлӗ сӑтӑрҫӑсене хирӗҫ супӑньпе кӗл шӗвекӗ сапма ан манăр. Кӑткӑсенчен хӑтӑлас тесе, вӗсем нумай пуçтарăнакан вырăнсене вӗри шыв сапӑр. Кӑмпаран хӑтӑлас тесен, пирус, кӗл тата супӑнь растворӗпе, ҫавӑн пекех инструкцире кӑтартнӑ пек, «Златоглазка» тата «Биостоп» препаратсемпе сапма юрать. 

Ҫумкурӑк — нуша та, усăллă та 

Пахчари ҫумкурӑксенчен хӑтăласси ҫине уйрӑмах тимлӗх памалла. Вӗсене тымар системи ҫирӗплениччен çумлама сӗнеҫҫӗ. Çумкурăка ҫумланӑ хыҫҫӑн йӑран ҫинче хӑвармалла мар.
Çумӑр хыҫҫӑн ҫумласан авантарах, курӑк тымарӗсемпе ҫӑмӑлтарах тухать. Çумкурăксене ӳссе кайнă хыҫҫӑн мар, тӑтӑшах ҫумласа тăрассине йăлана кӗртмелле. Ҫумкурӑк сарăлассине чӑрмантаракан мульчировани мелӗпе усӑ курӑр. Ҫӗре ҫӗнӗ тислӗкпе апатлантарма ан тӑрӑшӑр, унта выльӑх-чӗрлӗх çинӗ курӑксен вӑрлӑхӗ ытла та нумай, вӗсем сирӗн пахчăра çум айне тăвӗç. 

Ҫумкурӑксенчен сиенӗ кӑна мар, усси те пур. Вӗсенчен настойкӑсем туса, удобрени пулнă май усӑ курма пулать. Ҫавӑн пек шӗвӗ удобренийӗн усси лайӑхрах: ăна ӳсентӑрансем хӑвӑрт хӑнӑхаҫҫӗ, тӑпра йӳҫеклӗхне чакараҫҫӗ, ӑна микроорганизмсемпе пуянлатаҫҫӗ. Çакна астӑвӑр, настойка хатӗрлеме вӑрлӑхӗ ӗлкӗрмен ҫумкурӑпа ҫеҫ усӑ курма юрать! 

Пахчаçимӗç

Пахчара кишӗрӗн кӗрхи сорчӗсене, фасоль, кавăн, кабачки тата ытти ӑшӑ кӑмӑллакан культурӑсене акассине уйӑхăн ҫуррине ҫитиччен ан тăсăр.
Чӗкӗнтӗр шултра пултӑр тесен, калчасем хушшине 4 сантиметр таран хушӑ хӑварса сайратăр. Ку ӗçе каҫ пуласпа тумалла, ирхине хунавсене хӗвел пайӑркисенчен хӳтӗлемелле. Ҫӗрулми тӗпӗсене кашни 2-3 эрнере пӗр хутчен купаласа тăрăр (уйрӑмах çак ӗçе ҫумӑр хыҫҫӑн е шыв сапнă хыҫҫӑн тӑватӑр пулсан аван пулать). 

Чечексем

Чечек пахчинче та ӗҫ нумай: ку тапхӑрта йӑрансене ҫумкурӑкран тасатмалла, шӑвармалла, удобрени кӗртмелле, гладиолуссемпе георгинсем валли патаксем хатӗрлемелле. Чечексене, хӗвел пайăркисемпе пӗҫертес мар тесен, шывпа ирхине 9 сехетчен е каҫхине 6 сехет хыҫҫӑн сапма сӗнеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев