Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул

Николай Ларионов-Йӗлмел

Чăваш халăх    историйӗнче Иван Яковлевич Яковлев пек Улăп çын пулни пысăк телей.  Ăна Турă хăех ярса панă пуль пире.

Вăл хăйӗн пӗтӗм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ӗçе халалланă, тăван халăх сывлăшӗпе, ун нушипе пурăннă. Çак тăлăх ӳснӗ ача пуçӗнче 15 çул тултарсанах тăван халăха мӗнле усă тăвас-ши, патша саманинче чăваш культурине епле упраса хăварас-ши текен пархатарлă шухăшсем çуралаççӗ. «Мӗншӗн ытти халăхсен хăйсен çырулăхӗ пур, чăвашсен вара  – çук,» – тесе тертленет Кăнна Кушкинчен Чӗмпӗре вӗренме килнӗ чăваш ачи. Çак шухăшсем унăн пӗтӗм пурнăçӗн тӗллевӗ, пӗлтерӗшӗ пулса тăраççӗ. Çапла вара вăл хăйӗн планӗсене пурнăçа кӗртме тытăнать. Малтан чăвашсен çӗнӗ алфавитне йӗркелет, унтан пӗрремӗш букварь кăларать, çӗнӗ çырулăх никӗслет. Çаплах вырăсларан чăвашла  нумай кӗнеке куçарать. Гимназире вӗренекенскер палăртнă шухăшне пурнăçа кӗртес тесе 1868 çулта хăй укçипе (ăна вăл пуян çынсен ачисене харпăр уроксем парса ӗçлесе илнӗ)  харпăр шкулӗнче чăваш ачисене  вӗрентме пуçлать, вӗсене учитель пулма хатӗрлет. Кайран ырă кăмăллă Н.Я.Шатров купса тата меценат пулăшнипе, Сӗве шывӗ хӗрринче чул çурт туянса, Чӗмпӗр чăваш шкулне уçать. Кайран ку шкул Атăл тăрăхӗнче вырăс мар наци ачисене пӗлӳ паракан пысăк вӗренӳ заведенийӗ пулса тăрать. Ăна Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх шкулӗсен инспекторӗ И.Н.Ульянов пулăшнипе халăх çутӗç министерстви 1871 çулта хăй çунатти айне илет. Пӗрремӗш вӗрентӳçӗ пулма В.А.Калашникова шанаççӗ. И.Я.Яковлев шкулта ӗçлеме укçашăн мар, ачасен пӗлӗвне ӳстерессишӗн чунне пама хатӗр çынсене çеç йышăннă. Хăй интересӗшӗн çеç çунакансенчен вăл пӗр шелсӗр хăтăлнă.

1875 çулта шкул учительсен семинарийӗ шайне хăпарать. Унта чăваш ялӗсенчи чиркӳ прихучӗсем валли чăвашла пӗлекен священниксем хатӗрлеççӗ. Шкула тӗрлӗ ӳсӗмри «тӗне кӗнӗ тата кӗмен чăваш ачисене, çаплах вырăссене тата тӗне кӗнӗ тутарсене» илнӗ, вӗсем 11 çултан пуçласа 18 çула çитиччен пулнă. 1878 çулта ку шкулта хӗрарăмсем те вӗренме тытăннă. 1879 çулта вара  учительсен пӗрремӗш ушкăнӗ вӗренсе тухса чăваш ялӗсене ӗçлеме кайнă. Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче каярах тӗрлӗ халăх ачисем вӗренме пуçлаççӗ, казах ачисем вӗренни те паллă.

Чӗмпӗр чăваш шкулӗн тытăмне арçынсен учительсен шкулӗ, хӗрарăмсен педагогика курсӗсем, арçынсен тата хӗрарăмсен пуçламăш шкулӗсем кӗнӗ. Шкул дирекцийӗ 1893 çулта Чӗмпӗр хулин кăнтăр енче 300 гектар çӗр тата ялхуçалăх фермине илет. Çаплах унта  утар, сад, пахча, пулă ӗрчетекен кӳлӗ пулнă, унта вӗренекенсем çеç ӗçленӗ. Пахчаçимӗç усрама нӳхрепсем, ампарсем те пулнă. Çакăнтах мунча та ларнă. Шкул территорийӗнчи производство мастерскойӗнче вара вӗренекенсем çӗнӗрен уçăлакан шкулсем валли партăсем, класс доскисем, чӳрече хашакӗсем, сӗтел-пукан туса хатӗрленӗ. Çапла вара ачасем теори вӗреннипе пӗрлех ял хуçалăх ӗçне пурнăçлама та хăнăхнă, ятарлă специальность илнӗ.

Шкулта вӗрсе каламалли инструментсен тата хӗлӗхлӗ инструментсен, симфони оркестрӗсем ӗçленӗ, хутăш тата хӗрарăмсен хорӗсем юрланă. Ултă çул вӗреннӗ тапхăрта кашни ачан мӗнле-тӗр музыка инструменчӗпе калама, юрлама, ташлама, ача-пăча хорӗ йӗркелесе ăна ертсе пыма вӗренмелле пулнă. Вӗренекенсем ку заведенирен пуçламăш шкулта ӗçлеме ирӗк паракан вăтам педагогика пӗлӗвӗпе тухнă. Çаплах Чӗмпӗр чăваш шкулӗ учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт рольне те хăй çине илнӗ. 1917 çулччен ку шкултан пӗр пин ытла ача вӗренсе тухнă. Кайран ун тытăмӗ тӗрлӗрен улшăннă, 1956 çулта вара, шел, Чӗмпӗр чăваш шкулне хупаççӗ.

Халăх çутӗç министрӗн Канашӗн членӗ Н.А.Бобровников сăмахӗпе, патша Раççейӗнче çакăн пек пуян та анлă пӗлӳ паракан педагогика заведенийӗ пулман. СССР çутӗç наркомӗ А.В.Луначарский вара И.Я.Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулне  «пӗтӗм чăваш культурин çăлкуçӗ» тесе хакланă.

«Халăхшăн пурăнакан çын вилсен те вӗсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ, ăна чăннипех телейлӗ теме пулать. Халăха юратакан çын çут хӗвел айӗнчен нихçан та çухалса каймасть. Курайманлăхпа пурăнакан нихăçан та тӗттӗмрен тухаймӗ, çулӗ  те унăн çутă мар. Хăвăрăн вӗрентекенӗрсен сӗнӗвӗсене тӗпе хурса пурăнăр, пӗр сăмахне те ан манăр, вӗсем сирӗн чунăрсене усалтан хăтарӗç», – тенӗ хăй вăхăтӗнче И.Я.Яковлев.

Çамрăксене вара эп Иван Яковлевич Яковлевăн 1921 çулта çырса хăварнă Халалне вуласа тухма сӗннӗ пулăттăм. Вăл ялан алă айӗнче пулмалла. Унта пурнăç ăс-хакăлӗ, пирӗн малашнехи çул.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев