Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Яшьлек» – гран-при хуҫи

Культура

Ҫӗпрел районӗнчи «Яшьлек» халӑх хореографи коллективӗ Пензӑра иртнӗ «Тургай» регионсен хушшинчи ачасен конкурсӗнче гран-при илчӗ.

Конкурс тӗллевӗ – ачасен пултарулăхне аталантарасси, вӗсене наци культурине, халӑх йӑли-йӗркине, ҫемьери хаклӑхсене хисеплеме тата перекетлеме вӗрентесси. Мероприяти Пенза облаҫӗн правительствин гранчӗн пулӑшăвӗпе «Талантсен территорийӗ» регионсен хушшинчи культурӑпа ҫутӗҫ фестивалӗн шайӗнче йӗркелерӗç.

Конкурса хутшӑнакансем ултӑ номинацире ӑмӑртрӗҫ. Унăн пӗрремӗш турӗнче регионсенчен пултарулӑх номерӗсемпе 100 ытла видеоролик йышăннă. Вӗсенчен 26-шӗ суйлав турне иртнӗ, ҫиччӗшӗ жюрин ятарлă призне тивӗçнӗ. «Яшьлек» халӑх хореографи коллективне  гран-при пачӗç.  «Мишары» ачасен фольклорпа этнографи ансамблӗ те мероприятире хутшăнса, 1 вырӑна йышӑнчӗ тата Дипломпа парнеленчӗ. Коллективсен ертӳҫи – Ольга Ефремова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев