Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Янра, хут купăс!» фестиваль-конкурс

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Республикинчи Елчӗкри Культура çуртӗнче «Янра, хут-купăс!» фестиваль-конкурс иртрӗ.

Мероприятие Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн вице-президентне Олег Николаевич Мустаева асӑнса ирттерчӗç. 

Фестиваль-конкурс О. Н. Мустаевӑн историлле йӗрне тата нумай енлӗ пултарулӑхне упраса хăварса халăха интереслентерессине актуаллă тăвас, Чӑваш Республикинчи тата Раççейӗн ытти регионӗсенчи купӑсҫăсен професси тата культура, пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес, талантлӑ купӑсҫӑсене тупса палӑртас, вӗсем пурнӑҫлакан ӑсталӑха ӳстерес, çамрăк ăрăва воспитани панă ӗçре халăх музыкипе искусствин пӗлтерӗшне вăйлатас тӗллевпе культурăпа социаллă пӗлтерӗшлӗ мероприяти пулса шутланать.

Фестивальте уйрӑм юрӑҫ-купӑсҫӑсем, инструментсен коллективӗсем, ансамбльсем (дуэтсем, трио, квартетсем тата ыт. те) сцена çине тухрӗç. Выступленисен тематики тӗрлӗ: халӑхсен популярлă юррисем, такмаксем, халăх ташӑ музыки, автор юррисем т. ыт. те. пулчӗç.

Фестиваль программи питӗ анлӑ пулнине, унта 50 ытла пултарулăх номерне кӗртнине тата тӑватӑ сехет ҫурӑ пӗр чарӑнмасӑр тӑсӑлнине каласа иртес пулать. Унта хутшӑнакансен географийӗ те анлăччӗ. Вӗсен хушшинче Санкт-Петербургран, Пензӑран, Ульяновскран тата ытти çӗртен килнӗ купӑсҫӑсем, ташлакансем, юрӑҫӑсем те пулчӗç. Компетентлӑ жюри артистсемпе музыкантсем выступленийӗсене çирӗп хакларӗ.

Ҫӗпрел районӗнчен «Туслăх» дуэт йышӗнче Владимир Токмаков купӑсҫӑ ертсе пынипе параппанçă Геннадий Карсаков тата солист Василий Кадушкин иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗç, «Янра, хут купăс!» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсра «Купӑсҫӑсен чи лайӑх ансамблӗ» номинацире II степеньлӗ Диплом тивӗҫлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев