«Ялти» стажшӑн хушма тӳлевсене камсем тивӗçлӗ?
Тутарстан Республикинче пурӑнакансенчен 45 620 ҫын «ялти» стажшăн пенси çумне хушма тӳлев илеҫҫӗ.
Ку правӑна ватлӑхпа е инвалидлăх енӗпе ӗç пенсине илекенсем, ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫултан та кая мар ӗҫ стажӗ пулнă ӗçлемен пенсионерсем тивӗҫеҫҫӗ.
«Ялти» стажшӑн ял пенсийĕн хушма тӳлевӗ пенсионерсен пенсийĕн çирĕплетнĕ тӳлев виçин 25 проценчĕпе танлашать. 2024 ҫулта вӑл 2033,72 тенкӗпе танлашрӗ.
Хулара кирлӗ ӗҫ стажне пухнӑ, унтан яла пурӑнма куҫнӑ пенсионерсем ҫак правӑпа усӑ курма пултараймаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗнче ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ, унтан хулана куҫнӑ пенсионерсене ҫӑмӑллӑх илме право сыхланса юлать.
«Тивӗҫлӗ должноҫ-сенче тивӗҫлӗ стаж пухнă ӗҫлемен ял пенсионерӗсене ялти стажшăн хушма страхлав пенсине палӑртнӑ чухнех палӑртаҫҫӗ, ҫакăншăн уйрӑм заявлени ҫырмалла мар, документсем те пухмалла мар. Тивӗçлӗ канăва кайнă хыҫҫӑн та малалла ӗҫлекен пенсионерсен вара ӗҫрен тухнă хыҫҫӑн, хушма тӳлеве ыйтса Социаллӑ фондăн клиентсемпе ӗҫлекен службине каймалла пулать», — тесе ӑнлантарчӗ ТР Социаллӑ фонд уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.
Ялти стажа Раҫҫей Федерацийӗнче, 1992 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен — унчченхи СССР республикисен территорийӗнче ял хуҫалӑх организаци-йӗсенче — ӳсентăран, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетни — ĕçленисем кĕреççĕ.
Çак профессисемпе Раҫҫей Правительствин 2018 çулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнчи 1440 номерлӗ Постановленийӗпе çирӗплетнӗ списокра паллашма пулать. Ҫак списока 500 ытла професси кӗртнӗ: агрономсем, механизаторсем, колхоз членӗсем тата ытти те, ахаль ӗçченсемсӗр пуçне списока, çаплах, совхоз директорӗсене, колхоз председателӗсене, заведующисемпе мастерсене те кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев