Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялтах пурӑнасчӗ

Тӗрленчӗк

Ялта мӗн тумалла, нимӗн те кӑсӑклантармасть теҫҫӗ. Ӳркенмесен пахчаҫимĕҫ ҫитӗнтерсе ил, картишре чӑх-чӗп тытма, выльӑх-чĕрлĕх ӗрчетме тĕрлĕ майсем те пур. Республика сĕнекен тĕрлĕ программăсемпе усă курма пулать. Утӑ туянса илни, сӗт хакне ҫырлахтарсах каймаст. Ҫавӑнпа та пуль ӗнтӗ ытлах тытасшӑн та мар. Енчен те камшӑн-тӑр тупӑш ҫӑлкуҫӗ, ҫемьене тытса тӑма, кам-тӑр ытти расхута саплаштарма тăккалать. Ҫук ҫав, ялта пурӑнса ӗҫлекенсене нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Тупӑшне мар, ытларах расхутне курать.

Ялсенче кӗтӳре ӗнесен шучӗ та ҫулсерен чакать, ҫамрӑксем ытлах усрасшӑн та мар, ытлашши сӗтне сутса тупӑш тума та пулать, анчах сӗт пуҫтаракансен хакӗ пӗчӗк пулни, кӑмӑла пӑсать. Вунӑ ҫул каялла ялсенче виҫшер кӗту пулнӑ пулсан, халь пурӗ те пӗр кӗтĕве пуçтармаллăх ĕнесем ҫерем ҫинче симӗс курӑк ҫисе киленеççĕ. Сурӑхсем те кашни килӗре пулнӑ, ҫӑмне таптарса, йӗтӗрлесе ҫӑмха тӑватчӗҫ. Кӗркуннехи-хӗллехи вӑрӑм каҫсенче асанне-кукамайсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ, чӑлха-нуски, алсиш ҫыхса ларнӑ, мӑнукĕсене ăшă нускипе савӑнтарнӑ, халь ачасем пасар нускипех ҫырлахаҫҫӗ. Ялĕпе сурӑх тытакансене те алăри пӳрнесене хутлатмасӑрах шутлама пулать.

Чӑхсем усраманнисем те пур, картишне брусчатка сарнӑ та, вараланса каясран хӑраҫҫӗ. Тирпейлӗ пурӑнасшӑн паянхи «чӑнкӑ» ҫамрӑксем. Ялта пурӑнса та картишре чӑхсем пулмасан? Картиш выльӑх-чӗрлӗх тулли пулнипе хитре тенĕ.

Ялсенче пурӑнакансем валли «Таса шыв» программăпа килӗшӳллӗн тепӗр ҫӑмӑллӑх пурнӑҫланать. Урамсенче шыв пӑрӑхӗсем тӑсасси те вӗҫленет, ҫуртсене те часах шыв кӗрӗ. Ӗмӗтленмен те пуль, пирӗн асанне-асаттесем ватлӑхра ҫӑмӑл пурнӑҫпа киленсе пурӑнма. Пусӑран кун-каҫа миҫе хутчен витресемпе шыв ӑсса кӗнӗ? Кил-ҫуртра кирлӗ чухлĕ ӗҫ пурнӑҫлама, выльăхсене шӑварма, кӗрхи йӗпеллӗ ҫанталӑкра тухасси те ҫук, крана уҫрӑн та юхать. Халь алӑпа кӗпе-йӗм ҫумалла мар, тум-юм çăвакан автомат вырнаçтарнă. Ырлăх мар-и?

Урамсенче те сак çинче ларакансем те курăнса каймаççĕ, телефон вуçех пуç пулса тăчĕ, ватти те, çамрăкки те тем чакаланаççĕ, шыраççĕ. Саккас пама интернет-лавккасем пур. Самана улшăнчĕ, пĕр вырăнта тăмасть, маллалла талпăнать технологисем ылмашăнаççĕ. Темшен ӗҫ ҫуккипе хуланалла вĕренме каяҫҫӗ те, каялла çуралса ӳснĕ тăван яла килекенни те ҫук. Тымар яраҫҫӗ, сайра хутра ҫеҫ килеҫҫӗ.

Эх, ялтах пурӑнасчӗ, кӑкӑр тулли таса сывлӑшпа сывласчӗ. Ирсерен тӑри сассине итлесе киленесчӗ. Кил умӗсенче тӗрлерӗн чечек ҫеҫкисем ҫурсан ялсем тата хитре курӑнаҫҫӗ, иртен-ҫӳрене илемӗпе илӗртсе ӳсеҫҫӗ. Мӗн тери лайӑх-ҫке, ялта пурӑнпа! Ӳссе ҫитӗннӗ вырӑнтан хакли мӗн пур-ши?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев