Ялта та питӗ лайӑх пурӑнма пулать
Ҫӗнӗ Чукал ялӗнчи Иринапа Радик Айзатулловсем — ӗҫчен, ялан ӗҫпе интересленсе пурăнакан ҫынсем
Вӗсем социаллӑ контракт договорӗпе килӗшӳллӗн, патшалӑхран илнӗ укҫа-тенкӗпе хӑйсен хуҫалӑхӗнчи ӗнесен шутне ӳстернӗ.
Ирина Çӗнӗ Упи ялӗнчен. Геннадий Пантелеймоновичпа Августина Ильинична Ярзуткинсен ҫемйинче, кӗҫӗн ача пулса, ҫуралнӑ. Ялти шкулта 11 класс пӗтерсен, Пӑва хулинчи медицина училищинче пӗлӳ илет. Хăйӗн специальноҫӗпе Шупашкар хулинчи больницăсенчен пӗринче ӗҫлет.
2009 ҫулта Ирина Ҫӗнӗ Чукал ялӗн каччипе Радикпа мăшăрланса, çемье çавăрать. Ҫамрӑклах ял пурнӑҫне туртӑннӑ, хула хӗвӗшӗвне юратман, качча тухсанах Ирина яла таврӑнма ӗмӗтленсен те, больницӑран тӳрех ямаççӗ. Ҫапах та ҫамрӑксем парӑнмаҫҫӗ. Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар ҫулне, ача ҫуратма хатӗрленме паракан декрет отпускӗ таранах, Иринӑна пайтах таптама тивет.
Декрет отпускӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, вӑл текех хулана каймасть. Малтан районти потребительсен обществи ҫумӗнчи хатӗрлев кантурӗнче ӗҫлет, унтан ялти почта уйрӑмӗнче почтальон ӗҫне пурнăçлать.
Ҫемьере пӗрин хыççăн тепри виҫӗ ача ҫут тӗнчене килеççӗ. Паян асли — 9-мӗш класра, иккӗмӗш ачи 6-мӗш класра вӗренеççӗ, кӗҫӗнни вара, Кивӗ Чукалти ача садне ҫӳрет.
Нумаях пулмасть Ирина интернетра вуласа, ял пурнӑҫне кăмăллакан, выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрасшӑн пулнă ял ҫыннисемшӗн социаллӑ контракт ятлӑ пулӑшу пулни ҫинчен пӗлет.
Ирина районти социаллӑ хӳтлӗх пайне кайса, организацийӗн ертӳҫипе Лилия Ракиповапа курса калаçать. Ертӳҫӗ ӑна ҫак пулӑшу пирки тӗплӗн ӑнлантарать, направлени парать.
Ҫӗнӗ Йӗлмел ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков та Айзатулловсене кăмăлласах пулӑшать.
Патшалӑх уйӑрнӑ 200 пин тенкӗпе вӗсем икӗ ӗне туянаççӗ.
Виҫӗ ача пӑхса ӳстересси, яланах ӗҫре пулни вӗсене тата тепӗр тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫлама — выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ ӳстерме чӑрмантармасть, пачах урӑхла, пулӑшать кăна. Ачасем те майӗпен ӗç патне туртăнма пуҫлаççӗ, вӑй ҫитнӗ таран ашшӗ-амӑшне пулӑшаççӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫемьене 4 пуҫ ӗне. Вӗсем сӗт нумай параҫҫӗ, пӑрусем ӳсеҫҫӗ.
— Хамӑр ӗнесем пăруланă пӑрусем патне эпир тата çамрăк пӑрусем туянса яратпăр. Хӑш чухне мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ ҫирӗм пуҫран та иртсе каять, — тет Ирина.
Ҫемьере ӗҫ пайланман, кам хăшне ӗлкӗрет — ҫавна ӗҫлет. Сунă сӗте сӗт пухакана параҫҫӗ. 10 кунра пӗр хут панă сӗтшӗн укҫине те илеҫҫӗ.
Пай ҫӗрӗсене те хăйсем ӗçе кӗртсе, утӑ, урпа, сӗлӗ акаççӗ. Утӑ ҫулса илме тракторӗ те пур. Хӑйсен хуҫалӑхӗнчи пахчине те курăк акса хунă. Акнӑ урпапа сӗлӗ культурисене вара комбайна ютран чӗнсе илсе, вырса çаптараççӗ.
— Утӑ, тырӑ туянман эпир. Пирӗн хамӑрӑнни те ҫителӗклӗ пулса пырать. Ӗҫрен хӑрамалла мар. Тӑрӑшсан, ӳркенмесен ялта та питӗ лайӑх пурӑнма пулать, — теҫҫӗ Айзатулловсем.
Справка
Соцконтракт вӑл — граждансене патшалӑх паракан пулӑшу мери. Асӑннӑ программа патшалӑхран укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илсе, хӑвăн ӗҫне йӗркелесе яма май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев