Ялăн пултарулăх ăстисем
культура
Пирӗн районта наци культурисен районти фестивалӗ тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вăл «Çемьесен çăлтăр ушкăнӗ» ятпа иртет.
Мартăн 2-мӗшӗнче Чăваш Ҫӗпрелӗнчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине отчет концерчӗпе художество пултаруллӑхӗн уйрӑм коллективӗсем, юрлакансем, ташлакансем тухрӗç.
Концерт пуçланас умӗн Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров саламлӑ сӑмах каларӗ.
Концерт программине Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн вӗрентекенсен коллективӗн вокал ушкăнӗ пуçласа ячӗ. «Тăван ял» юрӑпа çар юррисен попуррине пурнăçларӗç. Вӗрентекенсем сцена çине тухса юрланине куракансем питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Районти ветерансен Совечӗн ячӗпе вӗрентекенсен коллективне Хисеп грамотипе чысларӗç.
«Хунав» ача-пӑча ташӑ коллективӗ вырӑс, чӑваш тата хальхи ташăсене пурнӑҫларӗ. Çамрăк юрăçă Станислав Кузнецов вара, «Наша армия самая сильная» юрра чунтан юрласа пачӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан ывӑлӗн амӑшӗ çак самантсенче мӗн тӳссе ирттерет-ши? Ырату, хумхану, куҫҫуль, ыйхӑсӑр ирттерекен каҫсем, юратупа ырату, хӑйӗн ачишӗн çунни. Ача ӳссе çитӗнсен те вӑл амăшӗшӗн яланах ача пулса юлать. Ятарлă çар операцийӗнче хутшăнаканăн амăшӗ Альбина Мадюкова хăй çырнă «Я живой» сӑвва вуларӗ.
Куракансем «Ҫӑлкуҫ» ачасен коллективӗ «С чего начинается Родина» тата аслисен вокал коллективӗ «Моя деревня» юрӑсем юрланине те чунтан йыăнчӗç.
Ксенияпа Арина Хрисановасен çемье дуэчӗ, Çемье ҫулталăкне халалласа, «Мама мой рай» юрă юрласа пачӗç.
Унтан «С белыми ставнями» юрăпа сцена ветеранӗ Виталий Хубахов, Иван Шишкин хӑй кӗвӗленӗ юррипе, Ксения Захарова «Небо – дожди» юрăпа тухрӗç.
Программа вӗҫӗнче «Çăлкуç» фольклор коллективӗ «Утсем утаççӗ» тата «Атте лаша панă пулсан» юрра шăрантарчӗç, ҫавӑн пекех, такмаксем те каласа ял халăхне савăнтарчӗç.
Районти ветерансен совечӗ «Çăлкуç» фольклор ансамбльне чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, традицийӗсемпе культурине упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн тав турӗ, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунчӗ.
Зоя Кузнецова, Чăваш Çӗпрел ялӗ
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Культура çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн «Халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ» уяв каҫӗ йӗркелесе ирттерчӗç.
Мероприятие Çемье çулталӑкне халалланӑччӗ. Кунта виҫӗ ӑру представителӗсем — «Солнышко» ача садӗнчен пуҫласа пенси ҫулне ҫитнӗ артистсем таранах — сцена çине тухрӗç. Вӑтам шкулти педагогика коллективӗн представителӗсем чи хастар хутшăнакансем пулчӗç, питех те чăваш юррисене юрлакан хӗрарӑмсен хорӗ. Унтан «Солнышко» ача садне çӳрекен шăпăрлансем куракансене савăнтарчӗç. Вӑтам классенче вӗренекенсен «Молодость» ташӑ коллективне, Николай Мулеев купӑсҫӑ ертсе пынипе «Йӗлме» пенсионерсен ансамбльне, Культура çурчӗн директорӗ Наталья Макарова ертсе пынипе «Калинушка» вырăс хорӗн коллективӗ юрланине курма килнисем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç.
Программа хӑни — пирӗн ентеш, Вырӑс Цильни поселокӗнче пурăнакан Петр Афиногентов, чӑваш, вырӑс тата тутар кӗввисене купӑспа каласа савăнтарчӗ.
Пултарулӑх отчечӗн концертне ертсе пыракансем Саша Ефимов тата Анастасия Макарова пулчӗç.
Ҫак культура мероприятийӗ куракансене хавхалану, савăк кăмăл-туйăм пачӗ. Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков ятӗнчен ялти пенсионерсен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков сӑмах тухса каласа, уяв ячӗпе саламларӗ, артистсене пурне те, чи малтан хӗрарӑмсене, сывлӑх, телей, ырлӑх тата вырӑнти артистсене пултарулӑхра ҫитӗнӳвӗсем сунчӗ. Палӑртса хӑвармалла, ҫак каҫ культура пайӗн представителӗсем, ҫак пултарулӑх отчетӗнчи художество пултарулӑх номерӗсене пысӑк хак пачӗç тата ялта наци йӑли-йӗркисене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунчӗç. Курма килекенсем валли Культура çурчӗн фойинче, ял библиотекин заведующийӗ Светлана Кудрявцева тӑрӑшнипе, ял ӑстисен халӑх пултарулӑхӗн куравне йӗркеленӗччӗ.
Геннадий Карсаков,Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи пенсионерсен совечӗн ертӳçи
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев