Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ялăн мăнаçлăхӗ – унăн çыннисем

Ветерансем

Тимерша  Арифуллович  Гизатуллинăн пӗтӗм    пурнӑҫӗ тӑван ялӗнче,  ӗçре иртнӗ.

Юбилейпе ветерана саламлама Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен çумӗ Радик Багаутдинов тата Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова килчӗҫ. Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе Радик Багаутдинов ветерана сывлӑх сунса, ăна тав ҫырӑвӗпе парне пачӗ. Ильгамия Мухитова пӗр ял ҫыннине ырӑ кӑмӑл, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗ.

Тимерша Гизатуллин ялта çуралса ӳснӗ. Ашшӗне Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫине илсе кайнӑ. Ҫавӑнпа та Тимершана ир ҫитӗнсе, 9 ҫултах, кӳршӗри ачасемпе пӗрле колхозра ӗҫлеме тивет. Каярахпа вăл легендарлӑ XXII Партсъезд ячӗллӗ колхозăн хисеплӗ ӗçченӗ пулса тӑрать. Ăна пӗр ял ҫыннисем ӗҫе юратакан, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх тата наставник пулнă май астӑваҫҫӗ.

Пулас мӑшӑрӗпе те, Мунира Зиннатулловнӑпа, вӑл колхозăн уй-хирӗнче паллашать. Ун ҫинчен вӑл хӑй: «Пӗрре курсах юратса пӑрахрӑм», – тет. Унтанпа 65 ҫул иртнӗ ӗнтӗ, ҫак вӑхӑт хушшинче вӗсем 5 ача ҫитӗнтернӗ, халӗ ҫичӗ мӑнукӗпе тӑватӑ кӗçӗн мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнса пурăнаççӗ.

– Ку пурнӑҫра тӗрлӗ самантсем пулчӗç: йывӑрлӑхсем те, савӑнӑҫсем те. Эпир вӗсене пӗрле ҫӗнтертӗмӗр. Кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр. Тимерша хӑш чухне çӗрле те ӗҫре юлкаларӗ, ӑна питӗ яваплă ӗҫ шанса панӑччӗ – вӑл лашасем пӑхрӗ. Пирӗн пурнӑҫăмăр ахаль пулмарӗ – ачасем ӳссе çитӗнчӗç, ҫурт-йӗр те çавăртăмăр, – тет Мунира аппа.

Тимерша пичче иртнине аса илнӗ вăхăтра унăн  сăн-питӗнче тунсăх та, савӑнӑҫ та палăрать.

– Ҫамрӑк пурнӑҫ иртсе кайрӗ, – тет вӑл. – Йывӑрччӗ, анчах эпир ҫамрӑкчӗ, сывӑччӗ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫпа кӑмӑллӑ – шӑпара мӗн ҫырнине эпир тивӗҫлипе утса тухрăмăр тата иртетпӗр, – тет хисеплӗ ветеран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев