Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялан яваплă ӗçсем пурнăçласа

Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн ветерансен совечӗн ерӳçи, ӗҫ ветеранӗ Валерий Васильевич Марков ӗç биографине питӗ çамрăкла пуçланă

 

Валерий Марков Алешкин-Саплăк  ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ Василий Трифонович Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, питӗ пӗлӳллӗ, хӑй вӑхӑтӗнче ял совечӗн председателӗ те                 пулнӑ.

Алешкин-Саплăк шкулӗнче саккӑр класс пӗтернӗ хыççăн Валерий Васильевича тӑван шкулне счетовод-делопроизводитель ӗҫне сӗнеççӗ. Ку ӗҫе вӑл, ҫар службине кайиччен, 4 ҫул пурнăçлать. Ҫак хушӑра вӑл каҫхи шкултан вӗренсе тухса, вӑтам пӗлӳ илме ӗлкӗрет.

Ҫар службине вара Германире иртет. Служба вӑхӑтӗнче ӑна вӗренме яраççӗ, сакӑр уйӑх вӗренмелли курса иртнӗ хыççăн, питӗ пӗлӳллӗ, дисциплинӑллӑ салтака чаçăн штабне илеççӗ.

Ҫар хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнать. Ҫавӑн чухнех ял Совечӗн зданийӗнче вырнаçнă шкулăн централизациленӗ бухгалтерийӗнче ӗҫлеме пуçлать. Тӗрлӗ ҫулсенче колхозра бухгалтер, ферма, склад заведующийӗ пулса та, профкомра та ӗҫлет, парти комитечӗн секретарӗ пулать. 1990 ҫулта ăна Алешкин-Саплăк ял совечӗн председателӗ пулма палăртаççӗ. Депутат пулать.

Унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырми-канми ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче грамотӑсемпе, наградӑсемпе, пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн паллипе, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа медальпе чыслаççӗ, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале те тивӗçнӗ.

Реклама

Мӑшӑрӗпе Нина Игнатьевнӑпа тӑватӑ ача: виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр пăхса ӳстернӗ. Нина Игнатьевна ӗмӗр тӑршшӗпех Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче математика вӗрентекенӗ пулса ӗçлет. Хӑйсен ачисене вӗсем аслӑ пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хăйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ.

Паянхи кун та Марковсем пӳрчӗ яланах хӑнасемпе тулли. Ачисем ашшӗ-амӑшӗ патне час-часах килеççӗ, пур ӗҫре те пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем те пурнӑҫа ӳпкелемеҫҫӗ, активлă пурнӑҫ йӗркине илсе пыраççӗ, ял, район, ҫӗршыври пулăмсемпе интересленсе тӑраҫҫӗ. Хӑйсен хуҫалӑхӗнче качака, чӑх-чӗп, сысна усраççӗ, пахчаçимӗç ӳстереççӗ.

Валерий Маркова 75 çул тултарнă кун саламлама районти ветерансен советӗнчен Рустам Хамидуллин, Ханбик Камалов тата Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев килнӗччӗ. Хӑнасем хисеплӗ ветерана районти ветерансен советӗнчен, ял тăрăхӗн саламлă открыткине, парнесем пачӗҫ, сывлӑх, телей сунчӗҫ.

– Эпир атте-аннене телейлӗ ачалӑхшӑн, пӗтӗмлетсе каласан, пуриншӗн те тав тӑватпӑр. Вӗсем пире пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ илме, ура ҫине тӑма пулӑшрӗҫ, лайӑх воспитани пачӗҫ тата халӗ те канашӗсемпе пулӑшаҫҫӗ, – тет ывӑлӗ Александр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев