Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ял пухӑвӗсенче кулленхи ыйтусене татса параҫҫӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Районти ялсенче халӑх пухӑвӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫак эрнере Алешкин-Саплӑк, Упи, Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Шемӗршел, Пăрăнтăк, Хурăнвар-Шăхаль ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе тӗлпулусем иртрӗҫ.

Халӑхпа тӗлпулусенче организацисемпе предприятисен ертӳҫисемсӗр, районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тытӑмсемшӗн яваплӑ  çынсемсӗр пуҫне, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин та хутшӑнчӗ. Тӗлпулусем «галстуксӑр форматра», ыйтусем-ответсем пек иртни тата ял тӑрӑхӗсене хумхантаракан тӗп ыйтусене татса пама яни те тимлӗхе тивӗҫ.

Ял тӑрӑхӗсем ҫулран ҫул улшӑнни савӑнтарать. Ҫулсене, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене тӗпрен юсаҫҫӗ. Калăпăр, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗнче пӗлтӗр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ икӗ объект: нумай функциллӗ центр тата фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗç. Халиччен те ун пек ҫуртсем ытти ялсенче хӑйсен алӑкӗсене уҫрӗҫ, унта пурӑнакансене савӑнтаратчӗҫ. Кӑҫал вара Кивӗ Тăваньел ялӗнче нумай функциллӗ центр пулмӗ-ши тесе ӗмӗтленет ял халăхӗ, Ҫавӑн пекех Алешкин-Саплӑк ялӗн Культура çуртӗнче те юсав ӗçӗсем кирлӗ пулни кулленхи тӗп ыйту пулса тăрать.

– 2016 ҫултан илсе шутлас пулсан, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхне кӑна 200 миллион ытла укҫа-тенкӗ капитал хывăмӗсем пулнӑ.  Иртнӗ çул çак сумма 27 млн. тенкӗпе танлашнӑ.  Ялсенчи пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн, паллах,  нумай ӗçсем ӗҫленеҫҫӗ, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин.

Реклама

Шакир Ягудин, паянхи кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр, ТР Президенчӗн йышӑнӑвӗпе республикӑри мӗнпур программăсем те малалла пырасси çинче пӗлтерчӗ.

Кашни ялăн унӑн пурнӑҫӗ, интересӗсемшӗн тӑрӑшса пурăнакан, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемсӗр пуҫне, хастар ҫыннисем пурри те савăнтарать. Кам та пулин масар хӳмине, ҫуртне лартма, кам-тăр ял варринчи пусă тума пулӑшрӗ пулсан, паянхи кун  пур ҫынна та ЛНРпа ДНР территорийӗнчи лару-тӑру та пӗрлештерет.

Кивӗ Тăваньел ялӗнче пурӑнакан Радик Гафуров, сăмахран, ҫар ҫыннисене хӑйӗн вӗлле хурчӗсен утарӗнчен ҫур тонна ытла пыл ярса панӑ. Ҫакӑн пек ырӑ ӗҫсене утарҫӑ Марат Исхаков тата уйрӑм предприниматель Виктор Марков та çак сăваплă ӗçе пурнăçланă. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем çавăн пек граждансене пухусенче парнесем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев