Ял «куштанӗсем»
Николай Андреев, Çĕнĕ Йӗлмел ялĕ
— Ооо, Хӗлимун! Хӑҫантанпа сана курманни! — клуба ҫӳренӗ ҫулсенчи тусне аякранах палласа илсе, савӑннипе кӑшкӑрсах ячӗ Хӗлип.
Лавкка енчен урампа сулланса килекен арҫын та ӑна палласа илчӗ пулас. Йӑл кулса уттине хӑвӑртлатрӗ. Часах вӗсем пӗр пӗрне алӑ тытса ыталанчӗҫ. Чылайччен пӗр пӗрне ҫурӑмӗсенчен шаккаса тӑчӗҫ.
— Ну, каласа пар ӗнтӗ ял хыпарӗсене, — юлашкинчен ыйтрӗ хӑйне ӗҫкинче пула ӗҫӗнчен кӑларса ывӑтнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑ Хӗлип. — Хисеплеме пӑрахмарӗҫ-и-ха пире ялта, э?
— Ан выля! Эсӗ ялтан кайнине пӑхмасӑр, пӗччен пулин те пӗтӗм яла хама пӑхӑнтарса тӑратӑп.
— Ну, маттур. Эпӗ камран-тӑр илтнӗччӗ ҫав мемме Сашук Хусана, министр ҫумӗ пулса ӗҫе кӗнӗ тенине. Чӑн та-и ҫакӑ?
— Чӑнах, суйман сана.
— Тӗлӗнмелле.
— А, мӗн тӗлӗнмелли пур кунта. Университет пӗтерчӗ-ҫке. Ҫавӑнта вӗреннӗ чухне паллашнӑ юлташӗ чӗнсе илнӗ тет-и ӑна хӑй патне ӗҫлеме.
— Ӑнланмалла. Астӑватӑн-и, клуба ҫӳренӗ ҫулсенче мӗн чухлӗ хӑваламастӑмӑр-ши ӑна эрех-сӑмакун туянма. Пире пӗр сӑмахсӑр итлетчӗ-ҫке.
— Итлемесен хӑлха чикки. Хи-хи-хи.
— Ха-ха-ха! Нумайрах хӑваламалла пулнӑ. Тен хальччен министр, е унран та пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ пулӗччӗ.
Чылайччен кулнӑ хыҫҫӑн Хӗлип каллех кӑсӑкланчӗ:
— Ҫав, хӑравҫӑ Олег фермер пулса тӑнӑ тет-и тата?
— Тӗрӗсех калаҫҫӗ. Выльӑх нумай усрать. Ҫынсен ҫӗрӗсене арена илсе тырӑ-пулӑ ӳстерет. Мӗн чухлӗ хӗнемен-ши эпир ҫав Олега клуба ҫӳренӗ ҫулсенче. Пӗррехинче, астӑватӑп, эпир хамӑр касӑсем саккӑрӑн, клуба кайма тухнӑ Олег ҫине тапӑнтӑмӑр. Ну хӗнерӗмӗр те хӗнерӗмӗр ӑна ҫавӑн чухне. Мухтанса каламастӑп, килне ҫитиех ҫул тӑрӑх шутарса ӑсатрӑмӑр. Пуҫне ҫӗклесе пӑхма пикенсессӗнех урасемпе тапаттӑмӑр.
— Чӑнкӑ-ӑ-ӑ. Шел, эпӗ пулман ун чухне сирӗнпе. Хӑв ӑҫта ӗҫлетӗн-ха халӗ?
— Ҫав Олег патӗнчех. Ферминче тислӗк тасататӑп, ӗнисене апат паратӑп. Ҫулла кӗтӳ кӗтетӗп.
— Тӳлет-и сана хӑть мӗн те пулин?
— Тӳлесе ан пӑхтӑр-ха. Хӑть те хӑҫан ыйтсассӑн та мухмӑр чӗрттерет, пачкӑпах сигарет парать.
— Апла пулсан юрӗ хӑть. Манӑн та ӗҫ шыраса Хусана Сашук патне кайса пӑхмалла-и, теп. Леш ӗҫрен кӑларса ячӗҫ.
— Мухмӑр чӗртессӳ килет-и? — сасартӑк ыйтрӗ тахҫанхи юлташне курнӑ савӑнӑҫӗ халӗ те иртмен Хӗлимун.
— Лавккаран эрех туянтӑн-и элле?
— Ҫук, лавккара мана памаҫҫӗ. Унта парӑмра эпӗ. Ваҫҫа патне кайма тухнӑччӗ. Ӗнер ун патӗнче икӗ сысна пусрӑмӑр. Тивӗҫлӗ вӑл мана. Мухтанса каламастӑп, тӗрӗссипе мана кунта ҫур ял ытла тивӗҫлӗ. Кам выльӑх пусма чӗнсе илет, кам утӑ кӗртме, ытти ӗҫсене тума. Пурте мана пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
— Апла пулсан кайрӑмӑр, — хаваспах килӗшрӗ Хӗлимунпа Хӗлип.
Ял «куштанӗсем» урампа мухмӑр чӗртме утрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев