Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Йăл кулă парнелекен Миляуша

Шӑл тухтӑрӗ пулса ӗçлеме пуçланăранпа Миляуша Масхутовна Шарафутдинован вӑтӑр ҫул ытла вăхăт иртнӗ.

— Профессие эпир ача чухнех суйлатпӑр, анчах пурнӑҫ хӑйӗн тӳрлетӗвӗсене кӗртет, шӑпа пире хӑй ҫулӗпе илсе каять. Мухтав Турра, хам суйласа илнӗ професси кун-ҫулăмра яланах юнашарах пулчӗ, — тет Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницин врачӗ Миляуша Масхутовна.

Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Миляуша медицина енӗпе вӗренме кӗме шутлать. Ҫавӑн пек тума пулӑшакан сӑлтавсем те пулаҫҫӗ. Вӗсен йӑхӗнче хӑйсен пурнӑҫне медицинӑна халалланӑ ҫынсем сахал мар. Миляуша та Хусанти медицина институтӗнче пӗлӳ илет.

1991 ҫулта дипломлӑ специалист тӑван районне, яла таврӑнать — унӑн ӗҫ кӗнекинче Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницине ӗҫе илни ҫинчен пӗртен-пӗр запись кăна. Стоматологсен ӗҫӗ кӑткӑс: чирлисене йышӑннисӗр пуҫне, вӗсем кун каҫа шӑлӗ ыратнипе килнӗ çынсене те пулӑшаҫҫӗ. 
— Пирӗн пата аслисем те, ачасем те час-часах ҫӳреҫҫӗ. Кивӗ Шемӗршел больници Пăрăнтăк, Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхне кӗрекен ялсенче, Кӗçӗн тата Аслă Чăнлă ялӗсенче пурӑнакансене ӗçлӗ пулӑшу кăтартать. Хамӑн пациентсене профилактика тӗрӗслевӗсене вӑхӑтра ирттерме тата шӑлӗсене вӑхӑтра сиплеме сӗнетӗп. Халӗ ӗнтӗ ҫынсем ҫакӑн ҫине яваплӑрах пӑхма пуҫларӗҫ. Врач патӗнче вӑхӑтра сипленмесен, кариес пуçланать, ыратни вӑйланать. Вӑхӑтра сипленни, стоматолог патне килесси — вăл кӑмӑллӑ процедура кăна, — тет опытлӑ врач.

Тӗлӗнмелле, анчах Миляуша Махмутовна хӑйӗн патне килнӗ пациенчӗсене ятран астӑвать. Тен, ку пациентсене хисепленипе ҫыхӑннӑ. Миляуша ҫын йăл кулни çине юратса пӑхать. «Енчен те ҫыннӑн кулнӑ чухне ахах пек пӗр рете тăсăлнӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ пулсан, паллах, эпир, врачсем, ҫакӑн пек ҫыншӑн питӗ савӑнатпӑр», — тет стоматолог.

Ҫемйинче Миляуша Масхутовна — хисеплӗ анне, хаклӑ та юратнӑ кукамай-асанне. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем пӗр хӗрпе пӗр ывӑлне пурнӑҫ парнеленӗ. Шел те, телейлӗ çемьен пӗрлехи пурнăçӗ нумая пымасть. Мăшăрӗ 38 ҫул тултарсан çут тӗнчерен уйрăлса каять. Ун чухне ывӑлӗ — 15, хӗрӗ 11 çулта пулнă. Миляуша, хӑйӗн ачисене пулӑшса, канашсем парса, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утать. Паян ăна виҫӗ мӑнукӗ савӑнтарса пурăнаççӗ, ачисем те тăрăшса ӗҫлеҫҫӗ, Хусанта пурӑнаҫҫӗ.

Миляуша Масхутовна, тӗп никӗсре пӗччен кăна мар, унӑн чи хаклӑ ҫынни — юратнӑ амӑшӗ пур.
Миляуша яланах уҫӑ кӑмӑллӑ, яланах йăл куллипе кăмăла çӗклет, савăнтарать. 

— Йăл кулăсăр пулмасть, — тет вӑл хӑй те. — Эпир кулсан сипленме килекен ҫынсен пӑшӑрхану туйăмӗ çухалать. Эпир хамӑр та ҫынсене илемлӗ кулӑ парнелеме тӑрӑшатпӑр. Яланах кулччӑрччӗ ҫынсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев