Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ячӗ – вилӗмсӗр, паттӑрлӑхӗ – ӗмӗрлӗхе!

... Гульшатпа Равиль Миначевсен пӳрчӗ умне килсе, кунӗпех йытӑ улать...

«Йытӑ улани ырра мар, кам-тăр вилет ӗнтӗ, вилет», – тет кил хуҫи хăй çине илсе. (Равиль пичче 2 ҫул ӗнтӗ онкологи чирӗпе кӗрешет). Кил хуҫи арӑмӗн те чунӗнче лăпкă мар, пăшăрхантарать йытă çапла вăрах улани.  Тепӗр кунне те çак курăну малалла тăсăлать...

– Февралӗн 5-6-мӗшӗсемччӗ çав кунсем. Яланхи пекех, май пур чухне, ывăлăмăр Ренат шӑнкӑравласах тăратчӗ: «Манпа пурте аван», тесе пӗлтеретчӗ. Хальхинче вара эрне, 10 кун иртрӗ. Лайăха мар-тăр ӗнтӗ ку, тесе Лайăш районӗн çар комиссариатне шӑнкӑравларăм. «Ывӑлăмăртан хыпар ҫук вӗт, пӗлӗр-ха, тархасшӑн...». «Юрать, анчах пирӗн пата та нимӗнле начар хыпар та килмерӗ, ан пӑшӑрханӑр»,  тесе лӑплантарчӗҫ мана. Сапăррăн, ывӑлăмăр шӑнкӑравласса татах кӗтетпӗр...

Каярахпа паллă пулнă тăрăх, Ренат Миначев çак вăхăтра Украина неонацисчӗсемпе çапӑҫусене хутшӑннă вăхăчӗ пулать. Пурнăçӗ татăлать. Унăн виллине çапăçу пынă вырăнтан юлташӗ илсе тухать. Ку та пысăк паттăрлăх пулса шутланать, мӗншӗн тесен, çапăçу вӑхӑтӗнче вилнисене илсе тухма питӗ йывӑр, тесе калаçаççӗ. Ҫапла вара Миначевсен ывăлӗ тупăнать, анчах куçӗсене ӗмӗрлӗхе хупнă май... 

Гульшатпа Равиль Миначевсем Аслă Чăнлă ялӗн çыннисем, унтах ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Ҫемьене туллилентерсе, малтан вӗсен ывăлӗ Ренат çуралнă, унтан тата пӗр ывăлпа хӗр «илсе килеҫҫӗ».

Ренат ачаранпах ашшӗ-амӑшӗ çумӗнче ӗçе хăнăхса ӳсет. Вӗренӳре те лайăх ӗлкӗрсе пырать. Çамрӑклах çар тумӗллӗ çынсене, пограничниксене ăмсанса ӳсет. «Ӳссе ҫитӗнсен, эпӗ те ҫавӑн пек пулатӑп», – тесе хăйне хăй сăмах парать. Ҫар службине кайма вӑхӑт ҫитсен те, вӑл хӑйне чикӗ хӗрринчи ҫарсене яма ыйтать. Икӗ ҫул служить тунӑ хыҫҫӑн тата тепӗр ҫуллӑха контракт çырать. Унтан таврӑнсан, службине Хусанта Шалти ӗҫсен пайӗнче кинолог пулса тăсать. Ҫурҫӗр Кавказра право тата общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе командировкӑсенче пулать. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн нумай медальсемпе наградӑлать, вӗсен хушшинче «Милици отличникӗ» кăкăр çине çакмалли паллӑ та пур.

Тăнăç ӗçе куçса, Ренат тӗрлӗ çӗрте ӗҫлесе пăхать, анчах кăмăлне каймасть. Иртнӗ çул ятарлă ҫар операцийӗ йышăнсан, Ренат хӑй ирӗкӗпе «Алга» батальона ҫырӑнать. Лайăш районӗнче пурăннăран, çавăнтан вăл ҫар операцийӗн зонине каять.

«Служить туман мар ӗнтӗ, тен, каймăн?», – тесе те каласа пӑхрӑмӑр. Анчах вӑл: «Эпӗ служить тунă, ҫапӑҫусенче пулнӑ ҫын, манӑн каймаллах», – терӗ. Хӑйӗн сӑмахӗ çине вӑл ҫирӗп тăракан пулчӗ. Кайса вырнаçнине, хăйӗн çинчен вӑл яланах пӗлтерсе тӑчӗ. Пирӗн командир питӗ ҫамрӑк, яланах манпа канашлатчӗ, тетчӗ.  Ренатăмăр ырă кӑмӑллӑччӗ. Вӑл, таврӑнсан пӳрте ремонт тăвасшăнччӗ хăйӗн шухăшӗпе, анчах пурнӑҫӗ кӗске пулчӗ...», – тесе калаçрӗ унăн амăшӗ Гульшат Миначева (эпир унпа шкулта ирттернӗ каçра тӗл пултăмăр).

 

Аслӑ Чăнлă вӑтам шкулӗнче

 

Рената асӑнса астăвăм мемориалӗ уҫрӗç. Мемориала шкул коллективӗн вӑйӗпе тунӑ. Кунта çар çыннин пурӑнӑҫне çутатнă, унăн япалисене пухнӑ.

Мемориала уҫнӑ вăхăтра Геройăн амăшӗ Гульшат Абдулловна Миначева, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов, хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхӗ Равиль Бикчуров, Раҫҫей пограничникӗсен Союзӗн представителӗсем Марс Хамидуллин, Рашит Фатхуллов, шкул коллективӗ хутшӑнчӗç.

Вӗренекенсем концерт программине хатӗрленӗччӗ. Ренат Миначевăн кăтартнă паттӑрлăхӗ ҫинчен, хӑйӗн ҫинчен нумай асаилӳсем пулчӗç.  Тухса калаçакансем вăл хăюллă пулнине, йывӑрлӑхсемпе яваплӑхран хӑраманнине палӑртса иртрӗç.

– Çын пурнӑҫран уйрăлса кайсан, ҫын вилнӗ тесе калатпăр. Анчах Ренат вилӗмсӗр. Унӑн ячӗ, ҫутӑ сăнарӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех пурăнӗ. «Астăвăм мемориалӗ» те ҫӗршывăмăршăн, пирӗн ҫутӑ пуласлӑхшӑн пурнӑҫне шеллемен Ренатăн паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерсе тăрӗ, – тесе палӑртрӗ Айрат Залялов.

Пуҫтарăннӑ япаласем хушшинче Ренатшӑн питӗ хаклӑ виҫӗ япала пур иккен. Вӗсем – унăн хӗрӗн хăйӗн аллипе тунă, «Уяв ячӗпе, аттеçӗм!» текен саламлӑ открытки (Ренат ăнă кăкăрӗ çинчи кӗсйинче çӳретнӗ)  тата икӗ çыру. Ҫырусенчен пӗри: «Сывӑ-и, палламан салтак!», тенипе пуҫланать. Унта ҫапла каланӑ: «Санӑн службу ҫӑмӑл мар, анчах эсӗ вӑйлӑ та хӑюллӑ пулнине эпӗ ӗненетӗп, пурне те ҫӗнтерӗн, ӑнӑҫусем сана...» тенӗ сăмахсем те пур.

«Çак ҫырусем шанӑҫ, чуна тăнăçлăх параҫҫӗ», – тетчӗ ывӑлăм», – тет Гульшат Миначева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев