Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ГТОн хӗллехи фестивалӗнче

Ҫӗпрел районӗн команди хӗллехи фестивальте пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ

«Алтын» универсаллӑ спорт комплексӗнче тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн йӗлтӗр базинче ГТО енӗпе хӗллехи фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ.

Фестивале Тутарстан Республикин Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи районсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.

Фестиваль пуҫланас умӗн районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов районăн сборăй командин членӗсене наградӑларӗ. Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекене Агния Аръяхована ГТО ылтӑн паллине; шкул ачисем хушшинчи хӗллехи фестивалӗн муниципаллă тапхӑрӗнче уйрăм зачетра тăваттăмӗш вырăна йышăннă Аслă Аксу вӑтам шкулӗнче вӗренекене Алина Бикчурована район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине пачӗç.

Фестивале хут-шӑнакансем пур сăнавсене те тивӗҫлипе иртрӗҫ.

Ӑмӑрту пӗтӗм-летӗвӗсемпе пӗрремӗш вырӑна Ҫӗпрел районӗнчи спортсменсем, иккӗмӗш вырăна — Теччӗ районӗнчи тата виҫҫӗмӗшне — Апастово районӗнчи спортсменсем йышӑнчӗҫ.

Айрат Залялов спортсменсене пур сăнавсене те тивӗҫлипе иртнӗ ятпа саламларӗ, командӑсене Дипломсемпе Кубоксем пачӗ.

Малалла тăсса

Районта ГТО комплексне популяризацилес енӗпе активлӑ ӗҫ илсе пырăнать. 2023 ҫулта Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхӗсем хушшинче Ҫӗпрел районӗ куҫса ҫӳрекен «ГТО отличникӗ» ялава ҫӗнсе илчӗ, халӗ вӑл залӗсемпе спорт мероприятийӗсене илемлетет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев