ГТО – хăвна ху спортра сăнаса пăхни вăл
Хыпарсем

ГТО – хăвна ху спортра сăнаса пăхни вăл

Çултан-çул ГТО (готов к труду и обороне) тестсене паракансен шучӗ ӳссе пырать. Ҫӗпрел районӗн халăхӗ ку енӗпе те юлмасть

Пирӗн район халăхӗ хушшинче спорт мӗн тери анлӑ пулни тата пирте мӗнле ГТО пани çинчен çутӗç уйрăмӗн методисчӗпе, ГТОна тестламалли центрăн специалисчӗпе Ильнур Мавзютовпа калаҫрӑмӑр.

– Ильнур Асхатович, калаçу пуçламăшӗнче ГТО  тесчӗсем мӗнле килсе тухнин историйӗпе паллаштарса иртсемӗрччӗ.

– «Ӗçпе хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗ – вăл пӗтӗм ҫӗршыв валли физкультура воспитанийӗ памалли тытӑмӑн нормативлӑ никӗсӗ пулса тӑчӗ. ГТО сăнавӗсене кӗртмелли сӗнӳ 1930 ҫулта кӗрет, пӗр ҫулталӑк хыççăн 21 норматива  хăй ăшне илнӗ  пӗрремӗш ГТО комплексӗ йӗркеленет. 2014 ҫулта «Ӗçпе хӳтӗлеве хатӗр»  комплекса çӗнӗрен вăя кӗртнӗ. Сăнавсен ҫӗнӗ ятне ҫирӗплетнӗ. Ылтӑн, кӗмӗл, бронза паллӑсем илессишӗн нормативсем ӗçленнӗ.

– Теста мӗнле иртмелле, ӑна кашниех пама пултарать-и?

– Малтан ГТО сайтӗнче регистраци иртмелле. Регистраци вăхăтӗнче сире идентификаци номерне парӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн уйрăм кабинета сăнавсем ирттермелли дата тата вӑхӑт ҫинчен пӗлтерӳ килет. Нормативсене ятарлӑ тест центрӗнче  параҫҫӗ, адресне ГТО сайтӗнче уйрăм кабинетра кӑтартнӑ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, çак район территорийӗнче вырнаҫнӑ спорт комплексӗсем. ГТО нормативӗсене спортпа тӑтӑшах интересленекен, ҫав шутра хăйне сывлӑхлӑ тесе шутлакан тата хăйне спортра сăнаса пăхма кăмăллакан кашни çын пама пултарать.

ГТО комплексӗн хăнăхăвӗсене пурнăçлассин кăткăслăхпа уйрăлса тăнă 11 ӳсӗмри ушкӑна пӗрлештерет. Нормативсемпе сăнавсен шучӗ арçынсемпе хӗрарăмсен тата çулне кура улшăнаççӗ. Ҫавăнпа пӗрлех, хӑш-пӗр дисциплинӑсем ятарлă: малалла пӗшкӗнни тата хутăш хусканусем. Хӑш ӳсӗмре мӗнле нормативсене пама май пулнине  тата ГТО паллишӗн мӗнле кӑтартусем кӳрессине, çавăн пекех, ГТО сайтӗнче пӗлме май пур. Арҫынсемшӗн тата хӗрарӑмсемшӗн те требованисем уйрăлса тăраççӗ.

Ильнур Асхатович, ГТО нормисене мӗншӗн памалла?

– Сывлӑха тата пулнă майсене палӑртнисӗр пуҫне, ГТО нормисене пани – вӗренекенсене тата  студентсене те чӑнласах пулӑшу.  Вӗренсе тухакансемшӗн ГТО паллисем Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн результачӗсен çумне хушма баллсем параççӗ. Студентсемшӗн – çакă хушма стипенди те.

Спортпа кашниех  интересленмелле, тесе шутлатӑп эпӗ. Ҫакӑ организма сиплет тата кӑмӑла ҫӗклет.

– Пирӗн районта «Ӗçпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексне аталантарас енӗпе ӗҫсем мӗнле пыраççӗ тата перспективăсем  мӗнле?

– Пирӗн районта 2021 ҫулăн пӗрремӗш ҫур ҫуллăхне ГТО системинче регистрациленнисен шучӗ 5394 ҫынна ҫитрӗ, ҫакӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле шучӗн 26 процентне тӳрӗ килет. ГТО тесчӗсен нормативне 2823 ҫын пурнӑҫларӗ. 2021 ҫулӑн иртнӗ уйӑхӗсенче вара 593 ҫын çак нормативсене пурнӑҫланӑ, вӗсенчен 64шӗ – ылтӑн, 77шӗ – кӗмӗл тата 86шӗ бронза паллисене тивӗçлӗ пулчӗç. Ҫак вырӑнта çакна та калассăм килет – ГТОăн хисеплӗ паллисене виçӗ уйӑхра пӗр хутчен тата пухусенче  кӑна хуçине параҫҫӗ. 

2021 çулăн 1 çур çуллăхӗнче ГТО ВФСК пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел муниципаллă районӗ пӗтӗмӗшле рейтингра 6-мӗш вырӑнта тăрать. Пирӗн районта ГТОн пӗр тест центрне йӗркеленӗ тата 8 тест ирттермелли вырăн палӑртнӑ. Спорт пурнӑҫне Instagram, ВКонтакте социаллă сетьсенче, «Туган як» район хаҫатӑн сайтӗнче те тӑтӑшах ҫутатса пыраççӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи организацисемпе учрежденисем хушшинче ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе «Çул картти» (планне) туса хатӗрленӗ. Чи малтанах, пирӗн умра ГТО пама нумайрах çынна явăçтарас  тивӗç тăрать.

– ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама халӗ те йышăну туман çынсене мӗн каланӑ пулӑттӑр?

– ГТО нормисене пурнăçлама тӑрӑшӑр. Ҫавӑн чухне кӑна эсир чăн-чăнах хăвăра сăнаса пăхма тата хӑвӑр мӗн тума пултарнине пӗлме пултаратӑр. Нихăҫан та хӑрамалла мар. Чи начарри, усӑсӑр иртнӗ вăхăт – вăл пӗр утӑм мала утман вӑхӑт, теҫҫӗ вӗт. Ҫак утăма ГТО нормативӗсенчен пуçлăр тата пӗтӗмлетӳпе хӑвӑр та савӑнатӑр, тесе калассăм килет.


Нет комментариев