Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Грыжа. Паллисем тата мӗнле сыхланмалла

Врачсем грыжӑна ку чухнехи чир теҫҫӗ.

Унпа асапланакансен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать, тесе чан çапаççӗ специалистсем. Сӑмах нумайӗшӗ нушаланакан грыжа ҫинчен пырать. Ун çинчен эпир мӗн пӗлни тата пӗлменни ҫинчен Альфия Амирханова врач-невролог каласа парать.

— Ҫурӑм шăмми хушшинчи грыжа — остеохондрозӑн пӗр «пайӗ». Ку вӑл çурăм шăмми хушшине вырнаҫнӑ диск тухса тӑнине ăнлантарать. Йывӑр ҫӗклесен çурӑм шӑммин дискӗн тулашри сийӗ хӗсӗнет, тата унӑн йӗтри тулаш енне тухать. Çурăм шăмми хушшинчи диск çак йывӑрӑша чăтать. Анчах травма е шыҫнӑ чухне шăнăрсем сиенленнӗ пулсан, унăн йӗтри тулалла тухать те грыжа пулса тухать.

Эпӗ каларӑм ӗнтӗ, грыжа пуринчен ытла ҫурӑм шӑммине йывăрлăх парсан, суранлансан, шăнăрсем туртăннипе пуҫланать. Организм веществисен ылмашăнăвӗ пăсăлнине, инфекци чирӗсене, ҫурӑм шӑмми (скиоз) кукăрăлнине пула та пулса тухма пултарать. Офис ӗçченӗсем, водительсем, грузчиксем, тӗрлӗ ӗҫре ӗçлекенсем, йывӑр атлетсем хушшинче грыжӑпа асапланакан ҫынсем ытларах тӗл пулаççӗ.

Официаллӑ хыпарсем тӑрӑх, грыжăпа нушаланакансен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Шел пулин те, юлашки вӑхӑтра вӑл ҫамрӑксем хушшинче те час-часах палăрма пуҫларӗ. Мӗншӗн тесен, кулленхи пурнӑҫра çурăм шăммин пилӗкӗ ҫинчи пайне яланах йывӑрлӑх тиенет. Сӑмахран, 14 килограмм таякан япала ҫӗкленӗ чухне, ҫыннăн ҫурӑм шӑмми çине 150-200 килограмм йывӑрӑш ӳкет. Кунсӑр пуҫне, ҫыннӑн виҫи ытлашши пулсан, ҫурӑм шӑммине икӗ хут пысӑкрах йывăрлăх тӳрӗ килет.

Ҫурӑм шӑммин пилӗкри пайӗн темиҫе сегментран тӑрать. Вӑл хӑш пайра килсе тухнине кура грыжăн паллисем те уйрăлса тăраççӗ. Сӑмахран, унӑн пӗр пайӗнче (L5-S1) грыжа килсе тухнă чухне йӗтес шӑмми (крестец) ыратать, пӗчӗк пӳрне çывăрса тăрать, ура сем шыҫаҫҫӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утма йывӑр. Ҫурӑм шӑммин пилӗк тӗлӗнчи иккӗмӗш пӗр пайӗнче грыжа тухнă вăхăтра (L4-L5) пилӗк ыратать, йӗнер нерви пӑшӑрхантарать, уран пуҫ пӳрни çывăрса тăрать. Кун пек чухне ҫын ура ҫине тӑма пултараймасть, шăма йывăрлантарать. Грыжа вӑхӑтӗнче пулакан паллӑсен тепӗр ушкӑнӗ (L3-L4) — урасене çӗкленӗ чухне пилӗк ыратни, утса çӳренӗ вăхăтра чӗркуççирен аялалла ура хуçăлнă пек туйăнни, арҫынсен ар тата шăк çулӗсен ӗçӗ пăсăлни палăрать.

2-3 уйӑх хушши сипленнӗ хушăра та усси пулмасан, грыжăран операци пулӑшнипе хӑтӑлма тӳрӗ килӗ. Операци — грыжа çурăм шăммин мимине, нервисене, юн тымарӗсене хӗссе лартнӑ, çавна пула урисене хуҫлатма пултарайман ҫынна та сывлӑхне ҫӑмӑллатмалли пӗртен-пӗр меслет вăл

Грыжа ан пултӑр тесе, эпӗ ҫапла сӗнетӗп::
— Аманассипе суранланассинчен сыхланăр. Пусма тӑрӑх аннӑ чухне, ҫул ҫинче, пӑр ҫинче уйрӑмах тимлӗ пулӑр. Суран илнӗ пулсан та «аптратмасть вӗт» тесе лӑпланма юрамасть. Тăхтаса тăмасăр врач патне каймалла. Грыжа час-часах хăйне нумай çул систермесӗр пурăнать, вӑл операцисӗр хӑтӑлма май ҫук шая çитсен ҫеҫ палӑрать. Вӑл вӑрттӑн тӑшманпа пӗрех.
— Ытлашши йывӑррине нимӗн те ан ҫӗклӗр.
— Ӗҫе те, канӑва та черетпе улӑштарма вӗренӗр. Çине тӑрсах ӗҫленӗ хыҫҫӑн канма та пӗлмелле.
— Ытларах утăр, хусканусем тăвăр. Ишни, йога — ҫаксем пурте грыжӑна сирсе яма пулӑшаҫҫӗ. Ҫуран уҫӑлса ҫӳрени те усӑллӑ. Ҫур сехет уҫӑлса ҫӳрени те ҫурӑм шӑммине ҫирӗплетет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев