Граждан оборони енӗпе вӗренӳсем иртрӗç
Иртнӗ эрнере Тутарстанри Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, вырӑнти самоуправленисемпе тата организацисемпе граждан оборони енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри штаб хăнăхăвӗсем иртрӗç.
Ҫак вӗренӳсене пирӗн районта та йӗркелерӗç.
Районта маларах ҫирӗплетнӗ план тӑрӑх, хăнăхусем ирттерессишӗн «Цивильск-Ульяновск» ҫулăн 131 километрӗнче, халӑх чӗлхипе «Дуслык» çул хӗресленнӗ вырăна (кунта ӑшӑтмалли пункт вырнаҫрӗ), çавăн пекех, Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулне суйласа илчӗç (кунта йышӑнмалли эвакуаци пункчӗ йӗркеленӗччӗ). Ҫаплах, халӑха пӗлтермелли системӑна тишкерчӗç.
– Пӗтӗмӗшле илсен, Ҫӗпрел районӗ тăнăç район пулса шутланать – пирте ейӳ вăхăтӗнче хăрушлăх юнанă пысӑк çырмасем те, пысӑк промышленность предприятийӗсем те ҫук. Ҫапах та пирӗн кирек мӗнле лару-тӑрăва тата эвакуациленнӗ ҫынсене те пулӑшма хатӗр пулмалла, – тесе палӑртса иртрӗ районти комиссийӗн ертӳçи Айрат Залялов.
Граждан оборони енӗпе Пӗтӗм Раççейри штаб хăнăхăвӗсене октябрӗн 4-мӗшӗнче – Раҫҫейре Граждан оборони йӗркеленнӗ кун умӗн ирттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев