Хыпарсем

Грант илессӳ килсен

Районти Культура çуртӗнче район активӗпе  «Коммерциллӗ мар организацисен аталану точки тата гражданла инициативăсене пулӑшасси» темăпа вӗренӳсем пулчӗç.

Мероприятие форумсенче тата грант компанийӗсенче хутшӑнассишӗн проектсем хатӗрлеме пулăшас тӗллевпе ирттереççӗ.

Мероприятире районти активлă çынсем, СОНКОна пулăшас енӗпе ресурс центрăн представителӗ Зульфия Нурмухамметовна Сафина, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ  Айрат Залялов тата район активӗ хутшӑнчӗҫ.

Зульфия Сафина вӗренӳре хутшӑнакансене ресурссене явӑҫтармалли, ку е ытти конкурссене тата грант проекчӗсене шырамаллин тӗп çăл-куçӗсемпе тата мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вăл, çавӑн пекех,  Грантсен капитанӗ ятлă сайт пурри ҫинчен каларӗ. Ҫак сайта кӗрсе, тӗрлӗ конкурссемпе грантсем ҫинчен информаци тупма пулать. Кӗскен каласан, Грантсен капитанӗн сайчӗ – вăл информаци базисене автоматла майпа пухакан система. Зульфия Нурмухамметовна, çавăн пекех, вӗренӳре хутшӑнакансене вӗсемпе пӗрле чат туса хурассине, грант проект ҫырма тата грант компанийӗнче хутшӑнма кăмăл тăвакансене çак чат урлă та хӑйсен канашӗсене, сӗнӗвӗсене парасси, урӑхла каласан, вӗренӳсене чат урлӑ та йӗркелесси ҫинчен  ӑнлантарчӗ.Татах тӗл пулма та калаçса татăлчӗç. Тӗлпулу вӗҫӗнче Айрат Залялов район активне тата Зульфия Нурмухамметовнана пулӑшăвӗшӗн тав турӗ.


Нет комментариев