Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Гипертони кашни кун 28 пин ытла çын  пурнӑҫне илсе каять

Гипертони, е пысӑк юн пусӑмӗ – вӑл чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗн, пуҫ мимин, пӳре чирӗсен тата ытти чирсене аталантарас хӑрушлӑха ӳстерекен çирӗп патологи процесӗ.

 

Юн пусӑмне

контрольте тыт!

 

Артерири юн пусӑмӗ – организмри чи паха юн тымарӗсене витӗм паракан вӑй. Юн пусӑмне икӗ кӑтартупа палӑртаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ (систоли пусӑмӗ) – чӗре шӑнӑрӗсем чакнӑ чухнехи юн пусӑмӗ. Иккӗмӗшӗ (диастологи пусӑмӗ) – чӗре икӗ кӗскетӳ хушшинче канлӗхлӗ пулнă вăхăтри юн пусăмӗ.

Юн пусăмӗн виçи 140/90 миллиметртан, икӗ тӗрлӗ кун хушшинче те ытларах пулнă тӗслӗхре гипертони диагнозне лартаççӗ.

Гипертоние «ҫынна лӑпкӑн вӗлерекен чир» теҫҫӗ. Юн пусăмӗ пысăк-тăк пуç ыратать, ӗнсе тӗлӗнче канăçсăрлантарать, кăмăл пăсăлать, чунра лăпкă мар, чӗре тӗлӗнче йывăрланнăн туйăнать, ӗçленӗ чух сывлăш пӳлӗнет, хăвăрт ывăнтарать. Чылай хушă чирлесен те çын кун пирки пӗлмессен те пултарать.

Гипертонипе 65 ҫултисен тата унран та аслӑраххисен, диабетпа, пӳре чирӗпе чирлекенсен чирлес хӑрушлӑх пысăк.

Гипертонине тупса палӑртмалли пӗртен-пӗр меслет – юн пусӑмне виçни.                       

 Чир килсе ан тухтăр тесен тăварпа ытлашши усă курмалла мар, ҫусăртарах апат, ытларах пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла çимелле, пирус туртассинчен, эрех-сӑра ӗçессинчен пăрăнмалла, хăнăхусем тумалла, ялан хусканура пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев