Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Геройсем пирӗн хушӑра

Афган тата Чечня вӑрҫисенче хутшӑннисемпе, ҫавӑн пекех, паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттăрсемпе тӗлпулу пулса иртрӗ

Мероприятие Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗччӗ тата Раҫҫейре пӗлтернӗ Çемье çулталăкӗ шайӗнче иртрӗ. Тӗлпулура районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, çар юхăмӗн ветеранӗсем мăшăрӗсемпе пӗрле, юнармеецсем, «Форпост» отрячӗн представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Афганец-ветерансемсем Альберт Сулейманов, Виктор Кудряшов, Чечня Республикинче терроризма хирӗç операцие хутшӑннă Радик Макатин, Евгений Хемницер, ятарлă çар операцийӗнчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннӑ Алексей Ягашкинпа Ринат Салихов хӑйсем умне лартнӑ задачӑсене чыслăн пурнăçлани ҫинчен калаçрӗç. 

Альберт Сулейманов: — Тăван çӗшыв умӗнчи тивӗçӗме пурнăçлама 1986 ҫулта çар службине кайрăм. 2 уйӑхлăх ҫар вӗренӗвӗсем вӗçленнӗ, 120 ачана, ҫав шутра мана та, Афганистана ӑсатрӗç. Ҫапла эпир 2 ҫул служить тунӑ салтаксене ылмаштарма килсе çитрӗмӗр. Телее мана район ҫыннипе тӗл пулма пӳрчӗ.

Вӗсенчен пӗри — Виктор Кудряшов, вӑл паян пирӗн хушӑра. Эпӗ ӑна пысăка хурса: «Дядя Витя», тетӗп. Пӗр эрне хушшинчех вӑл мана мӗнпур ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене те вӗрентрӗ. Операцисене темиҫе хут та хутшӑнтăмăр. Манӑн Афганистанра 1,5 ҫул пулма тӳр килчӗ. 

Виктор Кудряшов: — Виҫӗ кунран пуҫласа, пӗр-икӗ эрнене тӑсӑлакан çар заданийӗсене каяттăмăр. Хамăрпа пӗрле мӗн кирлине, хӗҫ-пӑшалсем — пурне те илеттӗмӗр. Апат-ҫимӗҫпе ӗҫмеллисем пурте консерва банкăсенче, çаплах, ҫӗрулми те. Тусем-сăртсем хушшинче пытанса, каравансене сыхласа, вӗсене тытасси — пире парăннă тивӗç. Заданирен сывă-чӗррӗн таврӑнатӑн-и эсӗ, таврӑнмастӑн-и — ăна пӗр Турă кăна пӗлет.

Мероприятире ҫар юхăмӗн ветеранӗсен мӑшӑрӗсем хӑйсем мӗнле паллашни, мăшăрланни, ҫемье вӑрттӑнлӑхӗсем çинчен каласа пачӗç.

Олесьӑпа Евгений Хемницерсем Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле пурăнма пуçланăранпа 30 ҫул яхăн вăхăт иртнӗ, 6 ача пăхса ӳстереççӗ, чи кӗҫӗнни 5 ҫулта кăна-ха иккен.

— Евгений — пирӗншӗн чӑн-чӑн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ. Чăннипе каласан, вӑл нумай калаҫма, хӑйӗн ҫар служби çинчен уйрӑмах аса илме юратмасть. Эпӗ те унăн чӗринчи суранӗсене тӗкӗнместӗп. Туслӑ пурӑнатпӑр, ӗçлетпӗр. Ачамăрсене ун пеккине курмалла ан пултăрччӗ! — тет Олеся Васильевна. 

Çар ветеранӗсем ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх вӗренме, Тӑван çӗршыва юратма, пурнӑҫа хаклама кирли ҫинчен те аса илтерчӗҫ. 

— Геройсене интернетра шырамалла мар, вӗсем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ, — терӗ «Форпост» отрячӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов.

Ҫак тӗлпулӑва хутшӑнакансене асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ. Айрат Заляловпа Ильдар Каюмов юрăсем шӑрантарчӗҫ. Виктор Кудряшова «Чикӗ тăрăхӗнчи çарсене 105 ҫул» медальпе чысларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев