Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Герой пулса çуралмаҫҫӗ...

Анис Халилов, ялти ахаль каччӑ — хальхи ҫынсемшӗн вӑл Герой!

«Пирӗн геройсем» рубрикăпа эпир Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анис Наилевич çинчен калаçăпăр.

— Эпӗ, ытти ачасем пекех, ӗҫлесе ӳснӗ, ял ачи, — тет вӑл хӑйӗн ҫинчен. — Шкулта вӗреннӗ чухне Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулусем пулатчӗç. Эпир вӗсене итлесе ӳсрӗмӗр, вӗсенчен тӗслӗх илтӗмӗр. Акă ӗнтӗ, асаттесен тӗслӗхӗпе, ҫӗршывăмăрăн тăнăçлăхӗшӗн, ҫутӑ пуласлӑхшӗн кӗрешме вара пире тӳрӗ килчӗ.

Анис Халиловпа эпир кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврăнсан тӗл пултӑмӑр.

Вăл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсем виҫӗ арҫын ача ӳсеççӗ. Пӗртӑванӗсем вӑрах пурӑнайман, ашшӗ-амӑшӗ те ир пурнăçран уйрăлса кайнă. 

Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн 9 класне пӗтерсе, 90 номерлӗ професси училищинче вӗренсе, тракторист-машинист специальноҫне алла илет.

Каччă 2 ҫул хушши Тӑван çӗршыв умӗнче таса тивӗҫне пурнăçласа, службӑра тӑрать. Чечняра тăнăçлăх выртаçтарнă çӗрте çапăçусенче хутшăнать. Унтан аманса таврăнать.

Районти ҫул-йӗрпе строительство организацийӗнче 10 ҫула яхӑн ӗҫлет. 

2013 ҫулта Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Расимапа çемье çавăрать. Паян ачисене, мӑнукӗсене ӳстереҫҫӗ. 

— Ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, Чечня витӗр тухнӑ каччă пулнă май, СВОна каяс шухăш канӑҫ памарӗ. 2023 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хамăн ирӗкӗмпе контракт çине алă пусрăм, — тет Анис.

Çар ҫынни хӑйӗн служби ҫинчен уҫҫӑн та кӗскен калаçрӗ, малти линири йывӑр самантсене аса илсе, куçӗсемпе таçта инçете пӑхса: «Юлташсене куç умӗнче ҫухатасси питӗ йывӑр», — терӗ.

Вӑл хӑй контракт служби пуҫланнӑранпах малти линире пулнине палӑртса иртрӗ. 

— Пирӗн тӗллев — халӑх пурӑнакан пунктсене ирӗке кӑларасси, унтан ҫынсене ырă-сывă илсе тухасси.

Пурӑнмалли условисем ҫинчен калаҫма пуҫласан, вӑл: пурте аван, терӗ. «Блиндажра пурӑнатпӑр. Буржуйка ӗҫлет. Çимелли, ӗçмелли çителӗклӗ, — тет. — Йытӑсем, çаплах, кушаксем те пур пирӗн унта». 

Расима та, декабристка-хӗрарӑмсем пекех, Анис служить тăвакан ҫӗрте пулса таврăннă. 

— Эпӗ унта кайрӑм. Пурне те хам куҫпа куртӑм. Тӗнче хӑвӑртрах лӑплантăрччӗ. Унта службăра тăракан каччăсемпе арҫынсене тӑван енӗсене ырă-сывăх таврӑнма сунатӑп, — тет Расима.

Малти линире пат-тӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Анис тӗрлӗ наградӑсене тивӗçлӗ пулнă. Ҫар юхăмӗн ветеранӗ.

Тӑван ен питӗ тунсăхлаттарни çинчен те калаçрӗ ентешӗмӗр. 

— Пӗр минутлӑха та пуçран тухмасть. Май килнӗ таран калаҫма, ҫыхӑну тытма тӑрӑшатӑп. Ҫемьешӗн, ывӑлшӑн питӗ тунсӑхлатӑп, — тет.

Ку вӑл Анисăн кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑнни пӗрремӗш хут кăна-ха. Вӑл Çӗнӗ ҫул уявӗсен тӗлне тӳрӗ килчӗ. Тӗрлӗ мероприятисенче хаваслансах хутшӑнчӗ. Ачасене, районта пурӑнакансене уявсемпе саламларӗ. Çар ҫыннисене пулӑшнӑшӑн чунтан тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев