Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Герой 94 ҫул тултарнине палăртрӗç

Астăвăм

Хальхи вăхăтра Ӗҫ Мухтавӗн орденӗн тулли кавалерӗ Ульяновск хулинче пурӑнать.

Район центрӗнчи Геройсен Аллейинче Ӗҫ Мухтавӗн орденӗн тулли кавалерне Мухарям Абулханова халалласа митинг иртрӗ, унӑн бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ.
Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, техникум студенчӗсем, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн, Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн тата Геройӑн тӑван ялӗнче — Анат Чакӑ вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Айрат Залялов мероприятие хутшӑнакансене герой ҫинчен каласа пачӗ. Мухарям Камалдинович çак кунсенче 94 ҫул тултарнине те пӗлтерчӗ вӑл.
Митинг вӑхӑтӗнче Анат Чакă вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Мухарям Камалдиновичӑн ӗҫри паттӑрлӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен сӑвӑ йӗркисем урлă каласа пачӗҫ. 

Справка

Мухарям Камалдинович Абулханов 1931 çулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче Анат Чакă ялӗнче çут тӗнчене килнӗ.
Ҫамрӑклах колхозра, сухаҫӑ пулса, ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӗрӗсрех каласан 1942 ҫулта, вӗсен ҫемйи Ульяновск хулине куҫса каять. 50-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Мухарям Абулханов Кемерово облаҫӗнчи Сталинск (халӗ Новокузнецк) хулинчи училищӗне вӗренме кӗрет. 1952 ҫулта ăна Куйбышев ГЭСне тума янӑ.

1968 ҫулта Ульяновск хулине куҫать. Кунта СССР Строительство Министерствин Ульяновскри строительство комбинатӗнче монтажниксен бригадирӗ пулса ӗҫлет. Унӑн бригади 70-мӗш ҫулсенче ҫулсерен пин ҫурӑ хваттер тăвать. СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн 1975 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнчи тата 1977 ҫулхи майăн 21-мӗшӗнчи Указӗсемпе Мухарям Абулханов III-мӗш тата II-мӗш степеньлӗ Ӗҫ Мухтавӗн орденӗсене тивӗҫлӗ пулать. СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн 1985 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнчи Указӗпе ӑна I-мӗш степеньлӗ Ӗҫ Мухтавӗн орденӗпе наградӑлаççӗ, Ӗҫ Мухтавӗн орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑрать.
Тивӗçлӗ канăва кайиччен, 35 ҫул ытла, ҫурт -йӗр тӑвакан комбинатра бригадир-монтажник пулса ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 55 ҫул. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ. 

Мӑшӑрӗпе Галина Ивановнапа пӗрле пӗр ывӑлпа хӗр пăхса ӳстернӗ. Ывӑлӗ Вильсурскри механика заводӗнче ӗҫлет, хӗрӗ Светлана — юридици наукисен кандидачӗ, Ульяновск патшалӑх университетӗнче вӗрентет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев