Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Гериатри кабинечӗ пулать

Тутарстанӑн мӗнпур районӗсенче, ҫав шутра, Ҫӗпрел районӗнче те, гериатри кабинечӗсем пулӗҫ.

Вӗсене ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫма палӑртаҫҫӗ. Çакăн çинчен ТР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн çумӗ – Хусанти Сывлӑх сыхлав управленийӗн пуçлăхӗ Владимир Жаворонков пӗлтерчӗ.

Гериатри мӗн иккенне уçăмласа кайсан, вӑл – ватӑ ҫынсен чирӗсене уçăмлакан, профилактика, диагностика тăвакан тата реабилитаци никӗсне вӗренекен наука. Апла пулсан, гериатри кабинетӗнчи врач-гериатр аслă çулсенчисен сывлӑхне тишкерет, сиплев палӑртать. Ҫак ӗҫ «Демографи» наци проектне тата «Аслӑ ӑру» регионти проекта вăя кӗртес енӗпе пурнăçланать.

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн кăтартăвӗсемпе çыннăн пурнăçӗн классификацийӗ:

45 ҫулччен – çамрăклăх;

45-59 – вӑтам ӳсӗм;

60-74 – аслă ӳсӗм;

75 – 89 ватлăх;

90 ҫул хыҫҫӑн – вӑрӑм ӗмӗрлӗх.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев